Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Коррупцие хирĕç

Коррупцие хирĕç

Пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли куна 2003 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче ПНОн Коррупцие хирĕç конвенцине алă пусассине уçнă кун пĕлтернĕ. Çапла вара ăна çуллен раштавăн 9-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Конвенци тĕллевĕ — коррупцирен сыхланасси, ăна кăкласси.

Паллах, çакă коррупципе асăннă кун кăна кĕрешмеллине пĕлтермест.

ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă черетлĕ Çырăвĕнче коррупципе кĕрешесси тĕп тĕллевпе принцип пулмаллине, пĕтĕм шайри власть тытăмĕнче ĕçлекен тỹресен саккуна çирĕп пăхăнмаллине, коррупцие хирĕç кĕрешес ĕçе саккун кăларакан, ĕç тăвакан влаçсене анлăн явăçтармаллине палăртнăччĕ.

Коррупци сĕмĕллĕ пулăмсем пирки пĕлтерес текенсемшĕн республикăра «шанăç телефонĕ» 8 (8352) 41-08-71) ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code