Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăха ан хавшатăр!

Сывлăха ан хавшатăр!

Статистика пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре кашни вуннăмĕш хĕрарăм пирус-сигарет туртать, арçынсен 50-60 проценчĕ çак сиенлĕ йăлана хăнăхнă. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци (ВОЗ) тата та хăрушăрах цифрăсем пĕлтерет: ỹпке, бронх, трахея ракĕпе чирлесе вилнин — 95 проценчĕ, чĕрен ишеми чирĕпе çĕре кĕнин — 16 проценчĕ, туберкулезпа вилнин — 26 проценчĕ пирус-сигарет туртнипе тỹрремĕнех çыхăннă.

Туртнин сиенĕ çинчен нумай калаçатпăр тата çыратпăр пулин те йăлана кăклама çав тери йывăр. Чылайăшĕ тухтăрсем асăрхаттарнине нимĕн вырăнне те хумасть, кулсах ирттерсе ярать. Хăрушлăх вара çумрах тăрать. Çавăнпа та сигарет туртма вĕренмелле мар тата хăнăхнисен те пĕр тăхтаса тăмасăр пăрахма тăрăшмалла.

Н.Поликарпов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code