Пятница, 27 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Поздравления с 95-летием района

Поздравления с 95-летием района

Хаклă ентешсем, Елчĕк тăрăхĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕ!

Сире юратнă районăмăр 95 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатăп!
Район юбилейĕ унăн аталанăвĕшĕн хăй тÿпине хывнă çынсемшĕн уйрăмах хаклă, пĕлтерĕшлĕ.
95 çул хушшинче ентешсем вăрăм, йывăр та мухтавлă çулпа утса тухнă. Район ĕçчен те пултаруллă, чăннипех те тава тивĕçлĕ ĕçченсемпе пуян. Елчĕк çĕрĕ Совет Союзĕн виçĕ паттăрĕпе, 9 Социализмла ěç геройĕпе тата ытти паллă ентешсемпе тивĕçлипе мухтанать.
Елчĕк çĕрĕн тĕп пуянлăхĕ вăл — пултаруллă та тăрăшуллă ĕçченсем — ял хуçалăхĕнче, вĕренÿпе сывлăха сыхлас ĕçре, социаллă сферăпа культурăра тата ытти тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем. Вуншар çулсенче йĕркеленнĕ йăла-йĕркене вĕсем типтерлĕн упраса, хушса пыраççĕ.
Юратнă районăмăра аталанса, çĕкленсе пыма çутă малашлăх, район çыннисене çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ырă пулăмсемпе ăнăçу сунатăп. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлер, килĕштерсе пурăнар.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                    Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code