Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район кун-çулĕн кĕске историйĕнчен

Район кун-çулĕн кĕске историйĕнчен

1927 çул. ВЦИК Президиумĕн 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшỹллĕн Кĕçĕн Елчĕк районне йĕркеленĕ. Советсен организациллĕ 1-мĕш съезчĕ октябрĕн 1-2-мĕшĕсенче иртнĕ.

1928 çул. Районта 32 ял канашĕ, 7 колхоз, çĕре пĕрле ĕçлесе хатĕрлекен 8 юлташлăх шутланнă. Çавăн пекех 875 промысла çуртне, çăм атă йăвалакан 196 çынна, 156 платника, 35 столяра шута илнĕ.

1929 çул. Кĕçĕн Елчĕк ялне пĕрремĕш трактор килнĕ.

1930 çул. Январĕн 5-мĕшĕнче СССР Тĕп ĕçтăвкомĕ тата Совнаркомĕ «Социализмла ял хуçалăхне çĕнетсе тĕреклетессипе палăртнă мероприятисем тата кулаксемпе кĕрешесси çинчен» йышăну кăларнă. Колхозсем тăвас ĕçе хăвăртлатма района 25 пин шучĕпе рабочисем килнĕ.

1932 çул. Август уйăхĕнче район хаçачĕ — «Колхоз ялавĕ» (халĕ «Елчĕк ен») тухса тăма тытăннă.

1935 çул. Февраль уйăхĕнче районта МТС йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш директорĕ — А.П.Эльмаков. Çав çулах района «ХТЗ» йышши 25 трактор, ытти техника килсе çитнĕ.

Чăваш АССР ЦИК Президиумĕн майăн 19-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Кĕçĕн Елчĕк районĕ Елчĕк районĕ пулса тăнă.

1941-1945 çулсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 7 пин ытла çын хутшăннă, çуррине яхăн фронтран таврăнайман.

1946 çул. Районта куçса çỹрекен сасăллă киноаппарат ĕçлеме пуçланă.

1947 çул. 100 ватлă радиоузел хута кайнă. Районта пурĕ 56 колхоз, 24 ял Совечĕ пулнă. Уйрăм хуçалăхсем — 7263, вĕсенче 31993 çын пурăннă.

1965 çул. Елчĕк районĕ çĕнĕрен йĕркеленсе кайнă.

1967 çул. 7 пине яхăн радиоточка шутланнă. Района патшалăхăн электросетĕнчен яланлăх электроэнерги парса тăма тытăннă. Районти пĕтĕм яла электричествăпа тивĕçтерес ĕçе икĕ çулта вĕçленĕ.

1975-1985 çулсенче 1770 хуçалăх çĕнĕ çурт лартнă.

1985 çул. Районта 9 колхоз, 9 ял Совечĕ, 7 промышленность предприятийĕ, тĕрлĕ филиалсем пулнă.

1991 çул. Октябрь уйăхĕнче район центрĕнчи Советсен çурчĕ тăрринче Раççей ялавĕ вĕлкĕшме тытăннă.

1993 çул. Елчĕкпе Пăва районĕсем асфальтлă çулпа çыхăннă.

2002 çул. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче район центрĕнчи АГРСа çут çанталăк газĕ çитнĕ.

2007 çул. Районти мĕнпур яла асфальтлă çул çитнĕ.

«Улăп» физкультурăпа спорт комплексне хута янă.

2021 çул. Елчĕк шкулĕ çывăхĕнче хальхи йышши хăтлă стадион-площадка ĕçлеме пуçланă.

2022 çул. Районта ампар виçипе 85798 тонна, 1 гектартан 36,8 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Рекорд!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code