Раштавра çуралнăран-и, хĕл сиввине уйрăмах кăмăллать Анна Николаевна. Ир-ирех тăрса картишне тухса уçă сывлăшпа киленсе кĕрет. Унтан малти пỹртри сĕтел хушшине вырнаçать. Унта Турă кĕнекисем сахал мар. Пĕрин хыççăн теприне вуласа тухать. Турăран канăç та тăнăç пурнăç ыйтать, ачисен, ял-йыш сывлăхĕшĕн кĕлĕ вулать. Хальхи вăхăтра шăпах Раштав типпи пынăран православи тĕнĕн йăли-йĕркине çирĕп тытма тăрăшать: типĕ тытать, уявсем ирттерессинчен пăрăнма тăрăшать. Çапах та ыран мар тепĕр кун вăл 90 çул тултарать те, ачисем тĕп киле пуçтарăнасси çинчен малтанах хыпарланă.
«Мĕн уявĕ вăл? Типĕ вĕт халĕ», -теме те пăхрĕ-ха амăшĕ, çапах çывăх çыннисен шухăшне тĕпе хучĕ.
Тăхăр теçетке çула парăнтарни калама çук пысăк пулăм-çке. Унта кашни этеме утса çитме те Турă пиллеймен. Çавăнпа та хисеплесе килекенсене хапăл тăватех Анна Белова. Вĕри чей ĕçсе ăшшăн калаçса ларнинчен ырри мĕн пултăр ватлăх кунсенче. Унăн менелникĕ кашни çул типпе лекет те, нихăçан та шавлă ирттермен çуралнă кунсене. Хальхинче вара сăлтавĕ те ахальли мар: сумлă юбилей тĕлне сывлăхпа, çирĕп ăс-тăнпа, ял-йыш хисепĕпе утса тухнинчен ырри нимĕн те çук.
Анна Белова вырăс. Кун-çул пилленĕ анлă сукмак тăрăх çирĕппĕн утса Елчĕк тăрăхне епле çитнине ăшшăн аса илет вăл. Çамрăклăх куç умне тухса тăрсанах ватăн кăн-кăвак куçĕсем ăшшăн çуталаççĕ. Чăвашла тап-таса та çепĕççĕн, илемлĕн калаçать Рязань облаçĕн пики. Калăн, ĕмĕр чăвашла пуплесе ỹснĕ вăл, вырăсла сăмахсем тухмаççĕ те.
…Анна Сурочкина (хĕр чухнехи хушамачĕ) Рязань облаçĕнчи Шиловски районĕнчи Дубровка ялĕнче çуралса ỹснĕ. Хĕр ачаран ĕçре пиçĕхнĕ. Шкултан вĕренсе тухнă Нюрăна (çапла чĕннĕ ăна ашшĕ-амăшĕ) медсестра пулас ĕмĕт çунатлантарнă. Анчах ăçта каймалла вĕренме? Тарăн шухăшланă хыççăн хĕр Чăваш Республикине çул тытнă. Улатăр хулинче унăн амăшĕпе пĕртăван аппăшĕ пурăннăран ним шикленмесĕрех инçе çула çывăхлатнă. Кунта фельдшерсен шкулĕ пулнă. Икĕ çул унта вĕренсен алла диплом илнĕ Анна. Анчах шурă халатлă хĕрсене ĕçе вырнаçмасăр документа алла тыттарман. Çавăнпа та çамрăк специалистсем райздрава çитнĕ. Чылай района фельдшерсемпе медсестрасем кирлĕ. «Елчĕке фельдшерпа медсестра кирлĕ, анчах вăл питĕ инçетре. Унта каймастăр пуль ĕнтĕ?», — пĕлтернĕ вĕсене райздраврисем. Тантăшсем пĕр-пĕрин çине пăхса илнĕ те: «Каятпăр», — тенĕ çирĕппĕн. Мĕн шиклентертĕр хĕр упраçсене юн вĕресе тăнă, хăйсем суйласа илнĕ ĕçпе хăвăртрах ĕçе вырнаçас тенĕ чухне. Çапла вара 1950 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнчен Тип Тимешре çамрăк фельдшер, Кармалта медсестра ĕçлеме тытăннă.
Халĕччен пулса курман, кунти халăхăн чĕлхине пĕлмен Нюрăна пĕччен пурăнакан кинеми патне хваттере вырнаçтарнă. Питĕ тирпейлĕ те сăпайлă пулнă хваттер хуçи хĕрарăмĕ. Вырăс хĕрĕпе ватă чăваш хĕрарăмĕ пĕр-пĕрне чиперех ăнланнă.
Вăрçă хыççăнхи çăмăл мар вăхăт. Ял çыннисем хушшинче трахома анлă сарăлнă. Районти куç чирĕсен врачĕ Евдокия Сергеева çирĕп ыйтаканскер. Çавăнпа та çамрăк медсестран чи малтанах куç чирĕпе кĕрешме тивнĕ. Унтан хĕрарăмсемпе ача амăшĕсене тирпейлĕхе вĕрентмелле, гигиенăна пăхăнасси пирки лекцисем вуламалла…
— Килрен-киле çỹресе кил-çурт тасалăхне тĕрĕслеттĕмĕр, пахчара мĕн ỹстернине пăхаттăмăр. Мĕн каламалли, çемьери кашни çыннăн хăйĕн ятарлă питшăлли, кашни хуçалăхрах туалет пулмалли таранчченех ăнлантарма тивнĕ ун чухне, — аса илет çăмăл мар вăхăтсене Анна Николаевна.
Вăл пĕрле ĕçленĕ фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕсене ырăпа аса илет. Малтанхи çулсенче вăл Фома Логинов фельдшерпа тăрăшнă. Асли хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Çамрăк унтан сахал мар вĕреннĕ, каярахпа хăй те ыттисене ĕç ăсталăхне хăнăхтарнă. 18 çулхи хĕре чи малтанах чăваш чĕлхине вĕренес ĕмĕт канăç паман. Ялти çамрăксем те, ваттисем пушшех те, вырăсла ăнланмаççĕ.
— Чăвашсем хушшинче ĕçлесе пурăнсан вĕсен чĕлхине пĕлменни кунти халăха хисеплемен пекех туйăнатчĕ, — тет халĕ Анна Николаевна.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…
В.КИРИЛЛОВА.