Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те шыв объекчĕсем çинче асăрхануллă пулмалли ыйту чи малти вырăнта тăрать.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра шывра 35 çын пурнăçĕ татăлнă. Вĕсенчен 25-шĕ ỹсĕр е хĕрĕнкĕ пулнине шута илсен, паллах, чи малтан çынсен хăйсен асăрхануллă пулмалли куçкĕрет.
Кĕрхи-çурхи, хĕллехи тапхăрта пăр çинче тимлĕ пулмалла. Пулă тытма кăмăллакансене уйрăмах пырса тивет ку. Нумаях пулмасть Шупашкар ГЭСĕ патĕнче пулнă тĕслĕх пысăк инкекпе вĕçленме пултарнă. Гидроэлектростанци управĕнчен шыва тăруках юхтарса кăларнă май ГЭСăн аялти бьефĕнче пăр çырантан уйрăлнă, унта вара вун-вун пулăç пулнă. Çăлавçăсем вăхăтлă тата васкавлă мерăсем йышăнса 100 яхăн çынна çыран çине эвакуациленĕ.
Çанталăк улшăнчăк тăнă вăхăтра пăр çирĕпленсе çитмен, çавăнпа та унта кĕме ан васкăр. Хулăнăшĕ 12 сантиметра çитмен пăр хăрушă. Ытларах чухне пĕвесемпе кỹлĕсенчи çỹхе пăр е вĕри куç пуртан шăнман вырăнсем хăрушă. Асра тытăр, сивĕ çанталăкра 5-7 сантиметр хулăнăш витĕр шăннă пăр вăтам виçеллĕ çынна чăтаять. Пăр юрпа витĕннĕ вырăнсенче тата та асăрхануллăрах пулмалла, мĕншĕн тесен унта пăр çỹхе пулма пултарать;
Хĕлле пулă тытакансен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:
- пулă тытнă чухне пысăках мар лаптăкра шăтăк нумай тумалла мар;
- ваксене юнашар тата каçăсем çумĕнче шăтарма юрамасть. Вĕсен хушши пĕр-пĕринчен 5 метртан кая пулмалла мар;
- пăр çинче сикме, чупма тата пĕр вырăнта нумаййăн пуçтарăнма юрамасть;
- шырлансем патĕнче пулă тытмалла мар;
- пĕр вĕçне 400-500 грамлă япала çыхнă, тепĕр вĕçне тĕвĕленĕ вĕрен яланах пĕрле пулмалла. Ун вырăнне пиçиххи, шарф тата ытти те юрать.
Инкеке лексен лăпкăлăха çухатмалла мар, шывра çапкаланмасăр, алăсене малалла тăсса пăр хĕррине кăкăрпа тĕревленмелле, хăвăр тĕллĕн пăр çине хăпарма тăрăшмалла. Унтан хăрушă вырăнтан айккинерех шуса каймалла, пулăшу чĕнмелле, 112 номерпе шăнкăравламалла.
Виталий РЫБКИН.