Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Курав-форум уçăлать

Курав-форум уçăлать

Раççей пысăк ĕç-пуç йĕркелесе ирттерме хатĕрленет — ыран Мускавра Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форум уçăлĕ. Калăпăшлă мероприяти ВДНХра иртĕ. Унта çĕршыври мĕн пур субъект хутшăнĕ. 2024 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен иртекен форумра кашни регион хăйĕн пысăк çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕ.

2023-2024 çулсенче çак форума ирттересси çинчен калакан хушăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи мартăн 29-мĕшĕнче алă пуснă. «Раççей Федерацийĕн экономикăн тĕрлĕ отраслĕнчи (çав шутра промышленность, агропромышленность комплексĕ, транспорт, строительство, ăслăлăх тата культура) пысăк пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕсене, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен аталанăвĕн паха опытне кăтартма, тĕнче шайĕнче килĕштерсе ĕçлессине витĕм кỹме 2023-2024 çулсенче Мускав хулинче Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн территорийĕнче пĕтĕм тĕнчери «Раççей» форум-курав ирттерме йышăнас», — палăртнă документра. Çак мероприятие Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн территорийĕнче ирттерес шухăш та ахальтен çуралман. ВДНХ историйĕ 1939 çултах пуçланнă. Ун чухне Мускавра Пĕтĕм союзăн ял хуçалăх куравĕ уçăлнă. СССР вăхăтĕнче унта çĕршывăн ял хуçалăхĕнчи, машина тăвас ĕçри, искусствăри, космос технологийĕнчи тата ытти сферăри чи пысăк çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Пирĕн çĕршывра хатĕрленĕ дизельпе ĕçлекен пĕрремĕш трактор, çĕр планетăн пĕрремĕш спутникĕ, тĕслĕ телекурав валли хатĕрленĕ пайсем, ядерлă реактор — çакна пĕтĕмпех куравра кăтартнă. Ял çыннисем унта колхозран кайма тивĕçни те пысăк чыс шутланнă. Сăмахран, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аслашшĕ Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче икĕ хутчен пулнă. Вăл тăрăшнипе колхозри мĕн пур путек чĕрĕ-сывă çитĕннĕ, сурăх çăмĕ пуçтарассипе хуçалăх мала тухнă.

Чăваш Енĕн кунне курав-форумра декабрĕн 1-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code