Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кĕмĕллисем» çамрăксенчен юлмаççĕ

«Кĕмĕллисем» çамрăксенчен юлмаççĕ

Иртнĕ эрнере И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Доброфорум» иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.

Çав кунах университетра «Добро.центр» коворкинг центрĕ уçăлчĕ.

— Коворкинг центрĕ уçăлни ыр кăмăллăх хастарĕсемшĕн уйрăмах лайăх. Вăл вĕсемшĕн çитĕнỹ тумалли çĕнĕ вырăн пулса тăчĕ, — палăртрĕ регион ертỹçи.

Хальхи вăхăтра республикăри вĕренỹ организацийĕсенче волонтерсен 300 ытла отрячĕпе центрĕ ĕçлеççĕ. Çавăн пекех шкулсенче те отрядсем йĕркеленнĕ. Волонтерсен 70 ытла проценчĕ — шкул ачисемпе студентсем. Унсăр пуçне «кĕмĕл» волонтерсен юхăмĕ те аталанать.

Волонтерсен ĕçĕ çултан-çул аталанса пыни савăнтарать.

Т.ИШМУРАТОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code