Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял тата унăн çыннисен шăпи

Ял тата унăн çыннисен шăпи

Елчĕкри тĕп вулавăшра Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкне вĕçлесе Кушкă ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан паллă журналистăн, художникăн, режиссерăн Владимир Галошевăн черетлĕ «Кошки-Куликеево. Люди и судьбы» (Кушкă. Çынсем тата шăпасем») кĕнеке хаклавĕ иртрĕ.

Тĕл пулăва кĕнеке авторĕ В.Галошев (Куликеевский) тата районти тавра пĕлỹçĕсем, библиотекарьсем, чăваш чĕлхипе литература учителĕсем, вулакансем хутшăнчĕç.

Кĕнекене алла тытсассăнах Кушкă ялне кĕнĕ çĕрте çырнă стелăна тата унăн çыннисене куратăн. Владимир Петрович тăван ял çыннисен тата вĕсен шăпи çинчен тĕпчесе чăвашла та, вырăсла та çырса кăтартнă. Каласа панисем, аса илỹсем, очерксем, йăла-йĕрке, сăн ỹкерчĕксем, сăвăсем кĕнекене пуянлатаççĕ. Çавăн пекех унта ял халăхĕн çемье архивĕсенчи, ĕлĕкхи ял сăнарĕн сăн ỹкерчĕкĕсем. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Афганистан ветеранĕсем, Çурçĕр Кавказра пулнисем çинчен те питĕ витĕмлĕн çырса кăтартнă. Кушкă ялĕ мĕнле пурăннине, мĕнле сывланине веçех пĕлме пулать. Автор кашни çыннăн шăпине, кашни кил-çуртра пурăнакан е пурăннă çын мĕнпе те пулин кăсăкланни çинчен те çырнă.

В.Галошев пухăннисене кĕнеке мĕнле кун çути курни, кăсăклă самантсене, тĕпчев ĕçĕсенче яланах Илья Трофимов тавра пĕлỹçĕ пулăшу аллине панине каласа хăварчĕ.

Мероприятие хутшăннисем кĕнекене пысăк хак парса тухса калаçрĕç. Районти тĕп библиотека ертỹçи Алина Петрова кĕнеке библиотекăн çỹлĕкĕ çинче тивĕçлĕ вырăн йышăннине, пысăк парнешĕн тав сăмахĕ каласа автора пултарулăхра тата пысăк ăнăçу сунчĕ.

Н.ПЕТРОВА.

А.МЕДВЕДЕВА сăн ỹкерчĕкĕнче: В.Галошевпа И.Трофимов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code