Раштавăн 1-мĕшĕнчен пурăнмалли вырăна хăтлăлатнипе, рессурсемпе тивĕçтернипе çыхăннă коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн граждансен тỹлев виçи улшăнчĕ.
РФ Правительстви çак йĕркене 2022 çулхи чỹк уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Йĕркелесе тăракан хаксене (тарифсене) 2022 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2023 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен индексацилес ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕ тата Раççей Федерацийĕн Правительствин хăш-пĕр актне улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăну кăларса çирĕплетнĕ. Тỹлев виçине 2023 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен мар, кăçалхи раштавăн 1-мĕшĕнчен пуçласа улăштарма йышăннине çĕршыври пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх инфратытăмне регионсенче пĕр чарăнмасăр ĕçлеттерес, аталантарас тĕллев тăнипе, ăна çине тăрсах пурнăçланипе ăнлантараççĕ. Тарифсене индексациленĕрен пухăнакан укçана пурăнмалли вырăна ăшă энергийĕ, сивĕ тата вĕри шыв парса тăмалли пăрăхсене, кивĕ ытти объекта улăштарма ярасшăн.
ЧР Конкуренци политикипе тарифсен службинчен пĕлтернĕ тăрăх, муниципалитетсенче тỹлевĕн вăтам улшăнăвĕ Раççей Правительстви çирĕплетнĕ чикĕрен — 9 процентран — пысăкрах пулмĕ.
Электроэнерги хакĕ хуласенче кашни киловатт-сехетшĕн 33 пус, ялсенче 24 пус хакланнă. Çут çанталăк газĕн кашни кубла метрĕ халăхшăн 52 пус хушăннă.
Йăлари хытă каяша пухассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемшĕн хуласенче кашни çынран — 72 тенкĕ те 66 пус, ялсенче кашнинчен 57 тенкĕ те 91 пус тытаççĕ.
Пурăнмалли вырăнтан юхтарса кăларакан таса мар шывшăн, çурт-йĕре хутса ăшăтма парса тăракан энергишĕн, унта сивĕ тата вĕри шыв çитернĕшĕн ресурспа тивĕçтерекен кашни организацин тарифĕ тĕрлĕрен пысăкланнă. Ăшă энергийĕн хакне хуласен администрацийĕсем тата унпа тивĕçтерекен организацисем çурт-йĕре хутса ăшăтмалли схемăна пурнăçласси пирки пĕр-пĕрин хушшинче килĕшỹ çирĕплетсе палăртаççĕ. Çапла майпа вĕсен ăшă энергийĕн хакĕ чи çỹлтинчен пĕчĕкрех пулма тивĕçлĕ.
Граждансен тỹлев виçине тепре 2024 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çеç индексацилеççĕ, урăхла каласан, коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифне çулталăк çурă пысăклатмаççĕ.