Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Терапи уйрăмĕнче сипленме аван

Терапи уйрăмĕнче сипленме аван

Чирлесе ÿксен васкавлă пулăшу машинине чĕнме тиврĕ. Мана тÿрех районти тĕп больницăри терапи уйрăмне вырттарчĕç. 10 кун сиплентĕм унта.

Тÿрех палăртам, уйрăмра таса та çутă, ăшă. Вырăн таврашĕ те çĕнĕ. Чирлисем шуса ан ÿкчĕр тесе коридорта виçĕ йĕр резина çыпăçтарса тухнă. Палатăсенче кăна мар, туалетра та тирпейлĕ. Санитаркăсем пур çĕрте те çирĕп йĕрке тытса тăраççĕ. Сиплев стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн кашни палатăра виçшер койка вырнаçтарнă. Поварсем апат тутлă пĕçереççĕ. Менюна улăштарсах тăраççĕ.

Уйрăма Алина Васильева тухтăр ертсе пырать. Хăй ĕçне чунтан парăннă терапевт тухтăр кашни çыннăн сывлăхĕшĕн тăрăшни куç умĕнче. Сăпайлăскер пациентсемпе ăшшăн пуплет. Тепĕр чухне чирлĕ çынна ăшă сăмах темле хаклă эмелрен те лайăх пулăшать. Алина Геннадиевна малашлăха тимлĕ тинкерекен, тĕрĕс те витĕмлĕ сĕнÿсем паракан сывлăх сиплевçи.

Туслă коллективри медицина сестрисем те паха опыт пухнăскерсем. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлеççĕ. Пĕрне мухтаса тепĕрне хурлаймăн, пурте тăрăшуллă.

Çапах та район больницинче врачсем çитменнине палăртса хăвармасăр иртме çуках. Пĕр-пĕр тухтăр патне йышăнăва кĕрес тесен чĕр нуша. Кунĕпе кĕтсе ларма та тивет тепĕр чухне. Çавăн пекех организма тĕрĕслемелли оборудованисем кивелни тата юрăхсăра тухни пысăк чăрмав кÿрет. Нивушлĕ паянхи саманара патшалăх вĕсене туянма укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăраймасть;

Больницăна сипленме выртас тесен кăшăллă вирусран прививка тутарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ те вакцинациленнĕ. Аслă ăру çыннисем, ан шикленĕр, прививка тутарни хамăр сывлăхшăнах усăллă пулĕ.

Антонина ЕГОРОВА.
Тĕмер ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code