Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:
«Чăваш Енĕн мĕн пур çитĕнĕвĕ — пирĕн пĕрлехи тава тивĕçлĕ ĕç».
Чăваш Республики 105 çул çитнине анлăн паллă турĕ. Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче тĕп хуламăрта концертсемпе фестивальсем, спорт ăмăртăвĕсем, ярмăрккăсемпе куравсем, халăх вăййисем… иртнĕ.
Уяв ячĕпе республика халăхне тата килнĕ хăнасене Шупашкарти Хĕрлĕ лапамăн тĕп сцени çинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева тата Дмитрий Певцов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий саламланă.
— Паян Чăваш Республики 105 çул тултарчĕ. Эпĕ республикăра пурăнакан кашни çынна пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнса тата ĕçлесе республикăна малтан мала аталантарса пынăшăн пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Мĕн пур çитĕнỹ — пĕрлехи çитĕнỹ. Эпир асаттесен ĕмĕртен ĕмĕре пыракан йăли-йĕркине хисеплетпĕр. Çакă пире тивĕçлĕн аталанса пынипе пĕрлех пурнăç шайне çĕклесе пыма пулăшать, — палăртнă Олег Николаев.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ уяв кунĕнче малта пыракан организацисемпе Чăваш Енĕн мухтавлă та хастар çыннисене тĕрлĕ награда парса хавхалантарнă. Вĕсен хушшинче Елчĕк округĕн хастарĕсем пурри те савăнтарать (хаçатăн 1-мĕш страницăри «Саламлатпăр» статьяра вуласа пĕлме пултаратăр).
РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕн наука, экономика тата оборона вăй-хăватне çирĕплетес ĕçре пысăк тỹпе хывакан «Элара» АО коллективне «Паттăрлăхшăн» орденпа чысланă уяв сцени çинче. Строительство тытăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата обществăлла ĕçри хастарлăхшăн «СЗ «Строительный трест № 3» АО тĕп директорне Валерий Пименович Семенова «Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ» ят панă.
Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс, «Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа — 80 çул» ятпа йĕркеленĕ мастер-классем, «Раççей çăлкуçĕсем», «Черчен чечексем» фестиваль-конкурс, «Раççей музыка картти» фестиваль пайĕ питĕ хаваслă иртнĕ. Хĕрлĕ тỹремре Раççейĕн хальхи музыка карттин презентацине йĕркеленĕ. Дмитрий Тетель композитор «Ташши, ташши», «Вĕç-вĕç, куккук», «Алран кайми аки-сухи» халăх юррисенчен хатĕрленĕ увертюра уяв илемĕ пулнă. Çĕнĕ композицие Л.Г.Зыкина ячĕллĕ «Раççей» патшалăх академи вырăс халăх ансамблĕ шăрантарнă.
Хĕрлĕ лапамра Пĕтĕм чăвашсен «Акатуйĕ» старт илнĕ. Театрализациленĕ уяв, тымарĕсемпе аваллăхран пыраканскер, Пушкăртри тата Тутарстанри, Пенза, Самар, Ульяновск облаçĕсенчи, Санкт-Петербургпа Мускаври ентешсене пуçтарнă. Уяв мероприятийĕсене Чăваш Енри тата ун тулашĕнчи артистсем хăйсен юрри-кĕввипе илем кĕртнĕ. Вырăс халăхĕн тата автор юррисене юрлакан Татьяна Куртукова «Матушка», «Русская зима», «У истока, у реки» тата ытти юрăсемпе савăнтарнă. Юрăç палăртнă тăрăх, вăл Чăваш Ен çĕрĕ çинче пуçласа мар, çамрăк чух кунта иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăннă.
Шупашкарта çак кун Республика кунне халалласа хулан историйĕпе паллаштаракан тỹлевсĕр экскурсисем иртнĕ, юханшыв портĕнче — музыка тата наци ташшисен каçĕсем.
Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ рысаксен чупăвĕсем халăха йышлă пуçтарнă. Приз фончĕ 2 млн тенкĕпе танлашнă. ЧР Пуçлăхĕн кубокне тата 1 млн тенкĕлĕх приза Илсур Галимзянов (Тутарстан Республики) тивĕçнĕ.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ пуçарнă конкурса 2187 заявка тăратнă, çĕнтерỹçĕсене 15 номинацире палăртнă.
Çавăн пекех Республика кунне халалласа А.Г.Николаев ячĕллĕ паркра ача-пăча Акатуйĕ, Мускав çыранĕнче «Атăл çинчи тупăшу» çар искусствисен фестивалĕ, экскурсисем, Республика тỹремĕнче «Чăваш Ен ахах-мерченĕ» фотокурав, юхан шыв портĕнче наци ташшисем енĕпе ăсталăх сехечĕсемпе музыка каçĕсем йĕркеленĕ. «Чăваш Енĕн хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшỹллĕн Шупашкарти микрорайонсенче те уяв мероприятийĕсем халăха йышлă пухнă, чунтан савăнма май панă.
Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем кăçал Етĕрне округĕнче те иртнĕ. Кунта Елчĕк муниципалитет округĕн делегацийĕ те пысăк хастарлăхпа хутшăннă. «Сăр çинчи çамрăксем» форум уява çĕнĕ варкăш кĕртнĕ. Кĕрешỹ енĕпе Чăваш Ен кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшу çивĕч иртнĕ. Кубока тата тĕп парнене — такана — Елчĕк округĕн команди çĕнсе илнĕ. Тĕплĕнрех çак страницăри «Кубок — Елчĕксенче» статьяра вуласа пĕлме май пур.
Пĕтĕм Раççейри «Спорт çĕрĕ» марафонăн республикăри тапхăрĕ, «Атăлçи пулă шỹрпи» фестиваль тата ытти те уява хутшăннисене кăмăллăн канма тата савăнма май панă.
Е.ПЕТРОВА.

