Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялсем аталанаççĕ

Ялсем аталанаççĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый иртнĕ кунсенче Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи строительство тата юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланнă.

Чи малтанах Леонард Васильевич «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕпе Валерий Германовпа тĕл пулнă. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлесси, вырмана хатĕрленесси хĕрỹ пыраççĕ пулсан та тĕрлĕ çĕрте юсавпа строительство ĕçĕсене йĕркеленĕ. Пĕр бригада йĕтемре çĕнĕ тĕш тырă склачĕ çĕклет, теприсем унчченхи арман çуртĕнчен правленин кантурне реконструкцилеççĕ. Хуçалăх ертỹçи каланă тăрăх, çак объектсене хăйсен укçи-тенкипе, кредитсăр, пурнăçлаççĕ.

Тĕмерте чылай çул шкул çурчĕ пушă ларать. Ăна аукционра Дмитрий Григорьев туяннă. Пуçаруллă çамрăк çăл куçра шыва кĕрекенсем валли пỹлĕм тума пуçăннă. «Стройэнергосервис» ООО строителĕсем унта тăрăшса вăй хураççĕ. Л.Левый Дмитрие вырăнти объектсене çĕнетес, сыхласа хăварас ырă ĕçсенче ăнăçу суннă.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ловкин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал территоринче вырăнти пуçарулăх программипе килĕшỹллĕн 4854972 тенкĕлĕх 9 проект пурнăçа кĕрет. Тĕмерте, Мучарта, Çирĕклĕ Шăхалĕнче, Кармалта, Хăвăлçырмара çулсене юсанă, Çирĕклĕ Шăхалĕнче, Элпуçре масар картисене тытнă, Çирĕклĕ Шăхалĕнче шыв башнине улăштарнă.

Ертỹçĕсем Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулта çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнипе, Тĕмерти клубпа библиотекăри юсав ĕçĕсемпе, «АСК-Яльчики» ОООри çĕнĕ склад тăвасси мĕнле пынипе те интересленнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code