Понедельник, 27 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Поздравление с днем российской и чувашской печати главного редактора газеты «ЕлчĔк ен»

Поздравление с днем российской и чувашской печати главного редактора газеты «ЕлчĔк ен»

Хаклă журналистсем, ялкорсем, пичет тата типографи ветеранĕсем, вулакансем!

Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп.

Пресса кирек хăçан та общество шухăшлавне йĕркелемелли чи пĕлтерĕшлĕ инструментсенчен пĕри шутланнă. Çавна май журналистсен, ялкорсен яваплăхĕ питĕ пысăк. Вĕсен пурнăç таппинчен юлмасăр округра, республикăра тата çĕршывра пулса иртекен пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пирки вулакансене туллин те тĕрĕс информаципе вăхăтра пĕлтерсе тăма ĕлкĕрмелле.

Хаçатсăр пурнăç çуках, вăл влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва йĕркелеме те пулăшать. Кунтах ял çынни те хăйĕн шухăш-кăмăлне çырса пĕлтерме пултарать. Сире пĕтĕм чунтан хăвăрăн пултарулăхăр вăй-халне туллин уçса пама, вулакана кăсăк тата вăл ыйтакан хайлавсемпе тивĕçтерессинче мĕн пур пуçарупа ăнăçулăх сунатăп. Çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пур тĕрлĕ ырлăх пултăр сире!

Н.Ф.МАЛЫШКИН,
«Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code