Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравление Главы республики с Днем медицинского работника

Поздравление Главы республики с Днем медицинского работника

Сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата отрасль ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе – Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Сирĕн ĕçĕр чи йывăррисенчен пĕри шутланать тата ăна пурнăç¬лама калама çук пысăк яваплăхпа ырми-канми тăрăшулăх тата çÿллĕ шайри ăсталăх кирлĕ. Эсир сывлăх хуралĕнче кулленех сыхă тăратăр, сипленекенсене шанăç тата пурнăç савăнăçне парнелетĕр. Тĕрлĕ чир-чĕртен эсир пулăшнипе сывалнă пин-пин çын сирĕн тăрăшулăхăрпа ырă кăмăлăра чун-чĕререн тав туса аса илет.

Чăваш Ен Правительстви сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарас енĕпе тĕллевлĕн вăй хурса ĕçлет. Медицина валли каякан тăкаксен пĕтĕмĕшле шайĕ 2013 çултанпа 1,7 хут ÿсрĕ. Цифра технологийĕн элемен¬чĕсемпе тивĕçтернĕ инновациллĕ больницăсемпе поликлиникăсем бюд¬жет укçи-тенкипе çĕкленеççĕ. Çакă пурте халăха вăхăтра кÿрекен тата лайăх пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парать.

Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин çывăх çулсенчи демографи аталанăвĕн чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕ Раççейре пурăнакан çынсен кĕтекен пурнăç тăршшĕн кăтартăвне 80 çула çитиччен тата унтан та ытларах ÿстересси пулнине палăртрĕ. Сирĕн паха опытăрпа ĕçченлĕхĕр çак тĕллеве ăнăçлăн пурнăçлама пулăшасса шанса тăратăп.

Суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннăшăн, хĕрхенÿллĕ те пултаруллă пулнăшăн тата пысăк ăсталăхăршăн сире республикăра пурăнакан мĕнпур çын ячĕпе тав тăватăп! Ырă кăмăллăхпа чăтăмлăх тата çынна пулă¬шу кÿме тăрăшаслăх чунăрта нихăçан та ан иксĕлччĕр.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, хастар кăмăл-туйăм тата пархатарлă ĕçĕрте çитĕнÿсем сунатăп! Сире тата сирĕн çемйĕрсене иксĕлми ырлăх тата тулли телей!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                          М.ИГНАТЬЕВ

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code