Районти тĕп библиотекăра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕн, Чăваш наци академийĕн пайташĕн, тĕрлĕ наукăпа кăсăкланакан Валерий Салминăн ĕçĕсен «Наука тĕнчинче» ятпа хатĕрленĕ курав хаклавĕ иртрĕ. Унта автор, унăн тăванĕсемпе тус-юлташĕсем, шкул ачисем тата районти библиотекарьсем хутшăнчĕç.
Вăхăт каялла таврăнмасăр пĕрмай малалла чупать. Паянхи куна — ыранхи, çула — çул, ĕмĕре ĕмĕр улăштарать. Кашни çын пурнăçра хăйĕн йĕрне хăварать. Тивĕçлĕ канури В.Салмин çак тапхăрта аса илỹсемпе пурнăç пĕтĕмлетĕвне тăвас шухăшлă пулнине палăртать.
Валерий Иванович Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче 1945 çулта çуралнă. Вăтам шкул хыççăн 1962 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Вĕренсе пĕтеричченех Совет çарĕнче служба тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Унтан хăйĕн пĕлĕвне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе обществознани факультетĕнче ỹстерет.
Валерий Иванович тĕрлĕ ĕçре, тĕрлĕ должноçра тăрăшать. Пĕр хушă шкулта физика, акăлчан чĕлхи, истори, географи предмечĕсене вĕрентет. Каярах тăван районĕнчи колхозра экономистра, Туçа ял совечĕн пуçлăхĕнче, Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче социаллă-гуманитари факультечĕн аслă преподавателĕнче вăй хурать. Ĕçне кура — хисепĕ. Патшалăх ăна тĕрлĕ награда парса чыс тунă. Наукăпа кăсăкланакан çын ватлăха парăнмасть — хастар хăйĕн кил хуçалăхĕнче Шуршăлти космонавтика музейĕн пĕчĕк уйрăмне уçнă. Маларах килĕнче йăх музейне туса хатĕрленĕ вăл. Вĕсен йăхĕ тарăн та çирĕп тымарлă, тĕрлĕ ĕçре ырă ята тивĕçнĕ. Ентешсем çинчен çамрăк ăрăва каласа кăтартмалăх экспонат çителĕклех кунта. Астрономи, физика, биологи, философи терминĕсемпе калаçакан, хăйĕн наукăри чи пысăк вĕрентекенĕсен сăнĕсене, вĕсен кăмăла кайнă шухăшĕсене стена, мачча, урай, çурт çамки тата карлăксем çине çырса хунă.
В.Салминăн пултарулăхĕпе паллашнă май ирĕксĕрех ыйту çуралать: пысăк кил хуçалăх тытакан, куллен 30 çухрăм чупакан, пĕр спорт ăмăртăвĕнчен те юлман ветеран çак тỹсĕмлĕх ыйтакан ĕçе хăш вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрет-ши?
— Пуç ĕçленĕ чухне шухăшламалла, хăвăн умăнта мĕнле те пулин тĕллев лартрăн пулсан, ăна пурнăçлама ăнтăлмалла, — тет Валерий Иванович.
Хальхи çамрăксемпе килес ăрусем валли тума палăртни унăн темĕн чухлех. Валерий Салмин чăннипех те пысăк чун-чĕреллĕ çын. Тĕл пулура вăл юрă ăсти пулнине те çирĕплетсе пачĕ.
Н.ПЕТРОВА.