Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сыхлăха çухатар мар

Сыхлăха çухатар мар

Елчĕк районĕнчи полици пайĕ террора хирĕç тăрас ĕçре ятарлă планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать.

Граждансен тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем информаципе пропаганда ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çын йышлă çÿрекен, массăллă мероприятисем иртекен вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ. Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе ют регионтан килекен çынсем вăхăтлăх чарăнакан е ĕçлекен вырăнсенче, хăрушлăх кăларса тăратакан объектсенче пулса тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Çак сăлтавпах çул-йĕр инспекторĕсем те тимлĕхе çухатмаççĕ, ют регионтан килнĕ транспортсене чарса тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.

Умра – Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем. Инкекрен сыхланса çак тапхăрта уйрăмах сыхă пулар.

А.АЛЕКСЕЕВ,
Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code