Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăçал та лауреат

Кăçал та лауреат

Чăваш Енри Журналистсен союзĕ республикăри Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин ячĕллĕ журналистсен премийĕсен иртнĕ çулхи конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Палăртма кăмăллă: Шăмалак ялĕнче çуралса ỹснĕ, «Республика» хаçат корреспонденчĕ Владислав Николаев кăçал та лауреат пулса тăнă. Вăл Чăваш Енри тата Мускаври паллă ентешсем — офицерсем, артистсем, депутатсем, усламçăсем… çинчен çырнă ĕçсемшĕн Николай Никольский ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. 2020 çулта Çемен Элкер, 2021 çулта Леонид Ильин ячĕллĕ премисене çĕнсе илнĕччĕ.

В.Николаев — республикăра паллă ят. Журналист, писатель, куçаруçă, драматург. ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code