Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун

Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун

Январĕн 19-мĕшĕнче эпир, тăвансем, турăшсене илсе шыв хĕрне анатпăр, Христосăн хĕресне шыва чиксе тасататпăр.

Çак йăлана Иисус Христос Иордан шывĕнче шыва кĕнине асăнса тăваççĕ. Иисус Христос вăтăр çула çитсен Назарет хулинчен Иордан шывĕ патне кайнă. Вăл шыва кĕнĕ чухне пĕлĕт сасартăк уçăлса кайнă, çỹлтен — пĕлĕт çинчен Атте Туррăн сасси: «Çакă манăн савнă ывăлăм, манăн ирĕкĕм ун çинче», — тени илтĕннĕ. Çавăн чухнех тата çỹлтен Иисус Христос çине кăвакарчăн пек пулса Çветтуй Сывлăш аннă. Çапла Иисус Христос хăй Иордан шывĕнче шыва кĕрсе çынсене тĕне кĕме çĕр çинчи шыва тасатса панă.

Христосăн хĕресне шыва чиксе кăларнипе вăл тасалать, сăваплă шыв пулса тăрать, Христосăн ятне асăннипе тасалса каять. Шыв ăна ĕçекен çынсенĕн ỹтне те, чунне те сыватать, шыва Турра ĕненсе ĕçсен курăнакан тăшмансене те, курăнман тăшмансене те пиртен сирсе ярать, кил-çурта усал-тĕселтен сыхлать. Çавăнпа та шыва таса савăт çинче тирпейлĕн усрас пулать.

Май пулнипе усă курса çакна та каласа хăварасшăн, кирек хăш вăхăтра та Турă ятне асăнма манмалла мар. Турă ятне асăннипе эпир кирек хăçан та тĕрлĕ ырăлăх илетпĕр, çакă пирĕн ỹт-пĕве сывлăх парать, пирĕн чуна лăплантарса, савăнтарса ярать. Иисус Христос Апостолсене каланă: «Эсир Манăн ятăмпа тĕрлĕ хăватсем тăвăр: усалсене çын ăшĕнчен хăваласа кăларăр, эсир вĕлерекен япала ĕçсен те сире нимĕн те пулмĕ, çĕлен-калтана алла илсен те нимĕн сиен те пулмĕ сире», — тенĕ.

Турă ятне асăнма нихăçан та ан манăр. Вара сана сыхлакан Ангел кирлĕ çĕре ертсе кăларĕ. Кирек хăçан та, сана мĕнле те пулин усал пулсан Турă ятне асăн. «Эй, Турă, Иисус Христос! Çăл мана», — тесе анчах кала, вара сана ним инкек те пулмĕ, пĕр усал та тивмĕ. Турăсăр пуçне эпир алăк патне те çитеес çук, Турăпа тинĕс урлă кайсан та пĕтес çук. Аминь.

СИЛУАН иеромонах,
Лаш Таяпа чиркĕвĕн настоятелĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code