Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Умра — Ишимбай

Умра — Ишимбай

«Чебоксары-Арена» Пăр керменĕнче 2008-2009 çулсенче çуралнă ялти шкул ачисен республикăри «Ылтăн шайба» парнисене çĕнсе илессишĕн финалти вăйăсем иртнĕ.

Унта Елчĕк округĕн команди (тренерĕсем — Александр Адюковпа Юрий Рахмуллин) çурма финалта Патăрьелсене 9:2, тĕп вăйăра Вăрнарсене 8:1 шутпа парăнтарнă, çапла майпа февралĕн 5-12-мĕшĕсенче Пушкăртстанри Ишимбай хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Командăна спорт инвентарĕ туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификат панă.

2020 çулта çỹлерех асăннă регионти Салават хулинчен пирĕн округ команди çĕнтерỹпе таврăннăччĕ. Хальхинче те ăнăçу сунатпăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code