Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çăм нускисем ăсатĕç

Çăм нускисем ăсатĕç

Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнче Пĕтĕм Раççейри «Паттăра — ăшă» акцие хастар хутшăнаççĕ.

«Кĕмĕл» волонтерсем, пĕтĕм ĕçре харсăрскерсем, ку юхăмран та пăрăнса юлас темен. Ялти культура çуртне пуçтарăнса вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли çăм нускисем çыхаççĕ, чунри ăшă туйăмсене хут çине куçараççĕ. Тулли кăмăлтан тунă ĕçсем Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ тĕлне лайăх парне пуласса шанаççĕ ылтăн алăллă хĕрарăмсем.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Маргарита Галкина пĕлтерĕшлĕ акцие территори пайĕнче пурăнакан кашни çынна активлă хутшăнма, чăлха-нускисене, çырусене ялти культура çуртне илсе килме чĕнсе каланă.

«Паттăра — ăшă» акцие хутшăнса Çĕнĕ Эйпеçри клуб çумĕнчи пĕрлешỹсене çỹрекен хĕрарăмсем те хăйсен ĕçĕсене хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code