Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Наркотикрен асăрханар

Наркотикрен асăрханар

Республикăра çул çитмен 29 наркомана шута илнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен регионта наркотикпе усă куракансен шучĕ ỹсни палăрать — наркомансен Чăваш Енре пурăнакан кашни 100 пин çын пуçне тивекен йышĕ 48 çынпа танлашать.

Шкулсенче ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк илсе пĕтĕмпе 13 çултан аслăрах 43 пин ытла ачана ятарлă тест витĕр кăларнă. Çак йышăн 6,77 проценчĕ наркотиксемпе, психотроплă хутăшсемпе усă курас тĕлĕшпе хăрушлăх зонинче пулнине палăртнă. Асăннă кăтарту Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Вăрмар, Етĕрне, Комсомольски районĕсенче, Шупашкарта, Çĕмĕрлере пысăкки паллă. Уйрăмах пăшăрхантаракан лару-тăру — Элĕк районĕнче.

Вăтам професси заведенийĕсенчи кăтарту 3,8 процента яхăн. Экономикăпа технологи колледжĕ, Çĕрпỹри аграри техникумĕ, ытти хăш-пĕр организаци тĕлĕшпе тимлĕх кирлĕ. ВУЗсен «хура списокĕнче» — тĕп хулари политех, коопераци институчĕ, Самарти çул-йĕр институчĕн Улатăрти филиалĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code