Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсем канашларĕç

Депутатсем канашларĕç

Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 15 ыйтăва пăхса тухрĕç. Тĕп ыйтусен шутĕнче Кивĕ Эйпеç ялĕнче территори общество хăй тытăмлăхĕн «Вучах» обществăлла организацийĕ йĕркеленекен чикĕсене палăртасси, Елчĕк муниципалитет округĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен нормативлă право акчĕсен тата нормативлă право акчĕсен проекчĕсен нормативлă экспертизине коррупцие хирĕçле экспертиза тăвасси, «О вопросах налогового регулирования в Яльчикском муниципальном округе Чувашской Республики, отнесенных законодательством Российской Федерации о налогах и сборах к ведению органов местного самоуправления» Положенине, Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн 2022 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнчи 7Ỹ24-с номерлĕ «Об учреждении Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики и утверждения Положения об Управлении по благоустройству и развитию территорий администрации Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики» Йышăнăвне улшăнусем кĕртесси тата ытти ыйту пулчĕ.

2023 çулта Елчĕк муниципалитет округĕн муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе çыхăннă прогнозлă плана та улшăнусем кĕртрĕç халăх суйлавçисем.

Лару вĕçĕнче депутатсем пархатарлă ĕçре тивĕçнисен награда материалĕсене пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code