Понедельник, 26 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ыр кăмăллăх концерчĕсем

Ыр кăмăллăх концерчĕсем

Кивĕ Эйпеç клубĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ хăйĕн ăсталăхне ỹстерсех пырать.

Татьяна Сусметова ертсе пыракан пысăк йыш концерт программипе паллаштарассинче тăван ялĕпе çеç çырлахман — Çĕнĕ Эйпеçе, Энтепене çитсе килнĕ. Аякри Вăрăмхăва ялĕнче те хапăл пулнă вĕсене. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем унта ыр кăмăллăх концерчĕ йĕркеленĕ, пухăннă укçа-тенке ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитерĕç.

Вăрăмхăвари сцена ăстисем хăйсем Яманчỹрелĕнчи клубра ыр кăмăллăх акцине хутшăннă. Вĕсемпе пĕрле — Лаш Таяпа территори пайĕнчи пĕтĕм культура ĕçĕн хастарĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code