Хăй тĕллĕн ĕçлекене, пĕлетпĕр, патшалăх хальхи вăхăтра тĕрлĕ енлĕн пулăшать. Иртнĕ çултан тытăнса вăя кĕнĕ «Самозанятость» программăна Елчĕк муниципалитет округĕнчен хутшăнма кăмăл тунисене 42 заявлени тăрăх пурĕ 3 миллион тенке яхăн субсиди уйăрса панă. Патшалăх пулăшăвне чи малтан тивĕçекенни — «çăмăл алăлли» Лаш Таяпа çамрăкĕ Николай Владимирович Евдокимов пулнă.
…»Слава» пĕрлешỹллĕ хуçалăх чăл-пар саланнă хыççăн çак пысăк ялта пурăнакан нумай вăй питти арçын ĕçсĕр тăрса юлнă. Евдокимов асли — Владимир Васильевич чĕрĕк ĕмĕр ытла тăван хуçалăхра механизаторта вăй хунăскер, ялти ытти арçынсем пекех Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Çемье пуçĕ пурнăçа малалла сыпăнтарасси, 3 ачине пурнăç çулĕ çине кăларасси çинчен шутланă, паллах. Ĕçлемесĕр пĕр кун та пурăнман, тенкĕ çумне тенкĕ хушса 1979 çулта кирпĕчрен лартнă çуртне тата анлăлатнă, хăтлăх кĕртнĕ. Унта пырса кĕрсен халĕ çухалса кайма пулать, темиçе пỹлĕм те пур. Çурт ăш-чикки таса, тирпейлĕ, пĕрре курсах кунта ырă та ăшă чун-чĕреллĕ çынсем пурăннине пĕлме пулчĕ.
Евдокимовсен ачисем пурте çурт çыннисем. Асли — Алексей Сургутра ĕçлесе пурăнать, унтах тымар янă. Светлана хĕрĕ ял ачинех качча тухнăскер, хастарлăхĕпе палăрать, тума пĕлмен ĕçĕ çук унăн. Рыжовсем йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ытлашшине сутаççĕ. Николай вара кĕçĕнни, çемье тĕпчĕкĕ. Вăл та малтан пурнăç тăвас тесе 13 çул «тĕнче каснă», вахта мелĕпе Сургута çỹренĕ. Унта укçи-тенкине çителĕклех ĕçлесе илнĕ пулин те 2 çул каялла пуçĕпех тăван яла таврăннă.
— Çемьерен — юратнă мăшăрпа икĕ хĕр пĕрчирен (Анна, Софья), куç тулли пĕчĕк ывăлăмсенчен (Саша, Ваня), аттепе аннерен, вăхăтлăха пулин те, уйрăлма пит йывăр пулнине ăнланакан пулса çитрĕм, — терĕ Николай.
Евдокимовсен çемйи пысăк, апат сĕтелĕ хушшине пĕр харăс саккăрăн лараççĕ вĕсем. Пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнаççĕ. «Килĕрте кам хуçа?», — тесе ыйтсан та вăл пĕр шухăшласа тăмасăрах: «Паллах, атте», — теме анчах пултарчĕ. Амăшĕ — Елена Петровна нумай çул вырăнти пĕрлешỹллĕ хуçалăхри фермăра доярка пулса ĕçленĕ, вăл та тивĕçлĕ канура халĕ. Апла пулин те кил-тĕрĕшре унăн алли пырса тĕкĕнмен пĕр ĕç те çук. Тутлă апат пĕçерме те ăста Лена. Район центрĕнчи пĕр лавккара сутуçă пулса вăй хуракан кинĕ киле таврăннă çĕре хуранта вĕри апат та пиçме ĕлкĕрет, ăна антарса çимелле анчах. Çакăн чухлĕ çул пĕрле пурăнса хунямăшĕ те, Полина та пĕр-пĕрне сивĕ куçпа пăхса курман.
Тату, пĕр-пĕрин канаш-шухăшне итлесе пурăнакан çемьере пуçăннă кирек хăш ĕç те ăнса пырать. Хальхинче те çаплах пулса тухнă. Николай «Самозанятость» программăна хутшăнса сăвăнакан ĕнесем туянма шут тытнине ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕ ырласа йышăннă, хăйсем енчен май пур таран пулăшма пулнине пĕлтернĕ. Патшалăх пулăшăвĕн йĕркипе тĕплĕн паллашнă тата кирлĕ хутсене вĕçне çитернĕ хыççăн хăй ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Çапла майпа вăл 2 ĕне (пĕри — пĕтĕ пушмак, тепри 2 пăруланă) туяннă. Малтан хăйсен те 1 ĕне пулнă. Халĕ сăвăнакан 3 ĕне вĕсен. Ĕне туяннин тăкакне саплаштарни те хавхалантарать çамрăксене. Çемье 130 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ — çакă курăмлă тĕрев.
— Халĕ аякка ĕçлеме каяс та килмест. Ялта ĕçлесех тупăш илме май пулнине ăнланса илтĕм. Хальхи вăхăтра сĕт те йỹнĕ мар, пайтаçăсем унăн 1 килограмне 24 тенкĕпе туянаççĕ. Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать, тенĕ евĕр, укçа-тенкĕ та пĕчĕккĕн пуçтарăнать. Хамăр усă куракан çĕр лаптăкĕ сахалрах, çакна кура выльăх апатне туянма тивет.
Малашне ĕнесен хисепне тата ỹстерес тетпĕр, тĕллев — 10-12 пуçа çитересси. Хамăрăн пĕчĕк трактор (усă курма кирлĕ мĕнпур агрегачĕпе) пур пулин те малашне çĕнĕ техника туянасси пирки те шутлама пулĕ. Мĕншĕн тесен ăна туяннин 40 процентне саплаштараççĕ. Хам пĕлекен темиçе çын та 5-6 ĕне усранине пĕлетĕп. Анчах вĕсем хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленме тăхтаççĕ. Тупăша патшалăхпа пайласран хăрать пулĕ чылайăшĕ. Анчах патшалăх пулăшăвĕ 2-3 хут пысăкрах. Субсиди парса тăкаксене саплаштарни хушма хуçалăхсене малалла тухăçлă аталанма май парĕ, — терĕ вăл.
Светлана АРХИПОВА.