Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йĕркелĕх, ĕçлĕх — чи кирли

Йĕркелĕх, ĕçлĕх — чи кирли

— Коллективра йĕркелĕхпе ĕçлĕх хуçаланнине кура хуçалăхăн экономики çирĕп, — терĕ «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи черетлĕ отчетлă пуху ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый.

Отчетлă пухăвăн тĕп тĕллевĕ çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси, кооператив правленийĕн ĕçне хак парасси тата малашлăх тĕллевсене палăртасси пулчĕ. Апла пулин те малтан муниципалитет округĕн пуçлăхĕ калани çинче чарăнса тăрас килчĕ.

Хуçалăхри пуху ĕçне эпир те пуçласа хутшăнмастпăр. Хальччен кунта пулса курманнисем вара пуху епле иртнине курса тĕлĕнме пултарасран та иккĕленместпĕр. Мĕншĕн тесен «Комбайн» ЯХПКри пек — протокола çирĕп пăхăнса йĕркелекен, тухăçлă тата çỹллĕ шайра иртекен пухусем сайра тĕл пулаççĕ. Кооператив членĕсем те çак куна уяври пек хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ. Хальхинче те вĕсем палăртнă вăхăтра пурте пĕр харăс Кавалти клуба пуçтарăнчĕç, çиелти тумтире хывса зала вырнаçса ларчĕç.

Концерт та ячĕшĕн иртмерĕ. Кивĕ Эйпеçри клуб çумĕнче тĕрлĕ професси çыннисем хутшăннипе йĕркеленнĕ «Хĕлхем» пултарулăх ушкăнĕн кашни номерĕ асра юлчĕ. Ахальтен мар Леонард Левыйпа Гурий Федоров залри çынсен ячĕпе те вырăнти артистсене чĕререн тав тунине пĕлтерчĕç.

Тĕп докладпа Гурий Федоров председатель тухса калаçрĕ. Доклад яланхиллех тĕплĕ те анлă пулчĕ. Ертỹçĕ отчетра çитменлĕхсене, йывăрлăхран тухмалли майсене палăртни те вырăнлă пулчĕ. Кунта тахçанах çакă та йăлана кĕнĕ: пухусене малтан кашни бригадăра ирттереççĕ, тĕрлĕрен ыйтусене унтах татса панăран, тĕп пухура çаксем пирки аса илсе вăхăта та ирттермеççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнче ăнăçу кадрсенчен нумай килнине те лайăх ăнланаççĕ. Çакна шута илсе иртнĕ çулсенчен тытăнсах тăрăшса вăй хуракансене правлени енчен хавхалантарассине тĕп вырăна хураççĕ. Хальхинче те професси енĕпе чи лайăххисене, бригадăсенчи тата кооперативри Хисеп хăми çине кĕме тивĕçлĕ пулнисене, пенси çулне çитнисене, отчетлă тапхăрта çирĕплетнĕ ĕç условийĕсене пурнăçласа мала тухнă çĕр ĕçченĕсене палăртрĕç. Вĕсене Тав хучĕсемпе пĕрле конверт та пачĕç — 10-шар пин тенкĕпе хавхалантарчĕç.

2022 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Лариса Головина (ĕне сăвакан оператор), Алевтина Перцева (пăру пăхакан оператор), Владислав Изратов (тракторист), Вячеслав Капламов (комбайнер), Юрий Сусметов (водитель), Борис Кузьмин (ĕне сăвакан оборудование ĕçлеттерекен) «Професси енĕпе чи лайăххи» ята тивĕçрĕç, Надежда Трифонова (выльăх-чĕрлĕх пăхакан), Альбина Сусметова, Людмила Соловьева (тĕрлĕ ĕçсене хутшăнса ĕçлекенсем), Валерий Пыркин (механик-диспетчер) кооперативри Хисеп хăми, Людмила Перцева (1-мĕш бригада), Алексей Васильев (2-мĕш бригада), Анатолий Романов, Ирина Павлова, Леонид Головин (3-мĕш бригада) ячĕсем бригадăри Хисеп хăми çине çырăнчĕç, Анатолий Мижеров, Леонид Головин, Владимир Васильев, Сергей Абрамов механизаторсене çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте тухăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕç, Лидия Капламовăпа Алевтина Марковăна, Сергей Смирновпа Станислав Соловьева тивĕçлĕ канăва тухнă ятпа саламларĕç.

…Ял хуçалăх предприятийĕн экономики çирĕп. 2022 çула 30 миллион та 583 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ, рентабельлĕх — 24,6 процент. Укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле тупăшĕ 141 миллион та 98 пин тенкĕпе танлашнă.

Усă куракан çĕр лаптăкĕ пысăк — 2705 гектар. Кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе пĕлсе тата туллин усă курасси кооператив правленийĕн отчетлă тапхăрти тĕп тĕллевĕ пулнă. Иртнĕ çулхи çур аки, вырма вăхăтĕнчи чăрмавсене парăнтарса 1531 гектар çинчен 52567 центнер е кашни гектартан вăтам шутпа 34,3 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ. 2021 çулхипе танлаштарсан, кĕлетсене 79 процент е 23186 центнер ытларах тĕш тырă кĕнĕ. Пĕтĕмпе1865 центнер аш-какай, 22328 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 6290 килограмм сĕт сунă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан, аш-какай туса илнин кăтартăвĕ — 68, сĕт — 825 центнерпа танлашнă. Уйра çитĕннĕ пуянлăха алла илессишĕн, фермăсенчи ĕçе тухăçлă йĕркелессишĕн сарăлнă ăмăртура, паллах, комбайнерсемпе водительсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хывнă. Председатель вĕсене пурне те ятран палăртрĕ. Çав вăхăтрах вăл выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитменлĕхсем çинчен те аса илчĕ, уйрăмах çамрăк выльăхсене сыхласа хăварас ĕçре специалистсенчен тимлĕхе ỹстерме ыйтрĕ.

Хальхи вăхăтра «Комбайн» ЯХПКра ĕçлекенсен ĕç укçи те пысăк, пĕр çын пуçне илсен, 34775 тенкĕпе танлашать. 2022 çулта, 2021 çулхипе танлаштарсан ĕç укçи 9 пин тенкĕ ỹснĕ. Апла пулин те, ытти çĕрти пекех, хуçалăхра ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ аслă ỹсĕмри — 50 (хĕрарăмсем), 51 (арçынсем) çулхи çынсем шутланаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисем те яваплă участоксенче тăрăшаççĕ, хăйсен пархатарлă ĕçĕпе çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Хуçалăхра энергипе çунтармалли-сĕрмелли материалсене ытларах перекетлеме май паракан ял хуçалăх техники туянасси çине ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çул та вĕсене 22 миллион ытла тенкĕлĕх туяннă. Строительствăпа монтаж тата юсав ĕçĕсене те пурнăçланă, ку чухне 18 миллион та 641 пин тенкĕ тăкакланă.

Кĕр тыррисене 550 гектар çинче акнине, 1266 гектар лаптăкри кĕрхи çĕртме сухине агротехника ыйтнă вăхăтра пурнăçласа хăварнине тата кĕркуннерен çĕр пулăхне лайăхлатассипе пысăк ĕçсем пурнăçланине шута илсе, çитес çулхи тыр-пул шăпи те шанчăклă пуласса шанаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Унсăр пуçне, «Комбайн» ЯХПК ỹсен-тăран культурисен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх та. Çакна шута илсе кунта кăçал та хĕл тăршшĕпех пахалăхлă вăрлăх хатĕр-лессипе тимленĕ. Тĕрлĕрен культурăсен РС-1, супер элита, элита репродукцири вăрлăхĕсене сутма нумай хатĕрленĕ.

Леонард Левый кооператив членĕсене — Алина Гавриловăпа Алена Сусметовăна тата Марат Хуснутдинова Елчĕк муниципалитет округĕн Хисеп грамотисемпе чысланă май вĕсене ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

Кооператив правленийĕн иртнĕ çулхи ĕçне тишкерсе пĕтĕмлетнĕ май çакна та аса илмелле: 2021 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх «Комбайн» ЯХПК республикăри АПК тытăмне кĕрекен 100 чи лайăх предприяти йышне кĕнĕ. Кооператив членĕсен умĕнчи 2023 çулхи тĕллевсем те паллă: çĕр пулăхне лайăхлатса пынине, агротехника требованийĕсене çирĕп пурнăçласа пынине кура кашни гектартан 34 центнертан кая мар тыр-пул пухса кĕртмелле, выльăхсен хисепне сыхласа хăвармалла тата вĕсен продуктивлăхне ỹстермелле, пурĕ 217 тонна аш-какай, 2308 тонна сĕт туса илмелле. Пĕр ĕнерен 6500 килограмм сĕт сумалла, ĕне выльăхсен талăкри вăтам ỹт хушаслăхне 970 грама çитермелле… Çаксем пурте пурнăçланмалли тĕллевсем тесе шутлаççĕ кооператив членĕсем.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code