Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Сиенĕ пысăк

Юлашки вăхăтра Раççейри право йĕркине сыхлакан органсем коррупципе çыхăннă преступленисене тĕпчесе тупса палăртасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем те тĕрлĕ шайри чиновниксем взяткăсем илнин, должноçри тивĕçсене сĕмсĕррĕн пăснине тупса палăртнин тĕслĕхĕсене анлăн çутатаççĕ.

Взятка илекенсене те, ăна паракансене те уголовнăй йĕркепе явап тыттараççĕ. Взятка панипе тата илнипе çыхăннă право йĕркисене пăснисем тупса палăртма йывăррисен шутне кĕреççĕ. Мĕншĕн тесен икĕ енĕ те çакна пытарма тăрăшать.

Тĕнчери взяткăсен çулленхи калăпăшне специалистсем пĕр триллион доллар шайĕнче хаклаççĕ. Çавна май киревсĕр çак пулăм тĕнче экономикине мĕнешкел çухату кỹнине чухлама та йывăр — сиен питĕ пысăк. Çийĕнчен халăх влаçа шанманни вăй илет.

Пирĕн республикăра ку енĕпе преступленисен пысăк пайĕ взятка панипе е илнипе, должность полномочийĕн картинчен тухнипе, службăри ултавăн тĕслĕхĕсемпе çыхăннă.

Коррупци тымар ан ятăр тесен чи малтанах хамăрăн тỹрĕ пулмалла, ыттисенчен те çирĕп ыйтмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code