Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Экстремизмран упранар

Экстремизмран упранар

Хальхи вăхăтра Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕсем, телекурав шалти тата пĕтĕм тĕнчери политикăн тухăçлă инструменчĕ шутланаççĕ.

Шел те, чылай чухне вĕсемпе экстремизма, национализма ỹстерме усă курни тĕл пулать. Мĕне экстремизм тетпĕр эпир? Вăйра тăракан политикăна, социаллă шухăшсене хирĕç чĕнсе каласа тата сарса халăха пăлхантарма хăтланакансене, пĕр-пĕрин патне курайманлăх çуратакансене экстремистсем тетпĕр.

Экстремизм çулне пỹлес тĕллевпе йышăннă саккунсем çирĕп. Ку енĕпе йĕркесене пăсакансене айăплавăн виçине кура 15-20 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Экстремизмăн çăмăл формишĕн тивекен айăплава илес пулсан, йĕркене пăсакана 1-5 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ, е административлă майпа штраф тỹлеттереççĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code