Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Транспорта конфискацилеме пултараççĕ

Транспорта конфискацилеме пултараççĕ

Елчĕк территори пайĕнче профилактика канашĕн ĕçне тивĕçлипе йĕркелесе пыраççĕ.

Черетлĕ канашлура руль умне ỹсĕрле ларса йĕркене пăснисен ĕçне пăхса тухрĕç, вĕсемпе профилактика калаçăвĕ йĕркелерĕç. Район прокурорĕн çумĕ В.Путяков, Чăваш Республикинчи айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан Патăрьелĕнчи инспекцийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Т.Семенова сăмах илчĕç, саккунсемпе паллаштарчĕç. Канаш ларăвне Елчĕк территори пайĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов пĕтĕмлетрĕ.

Руль умне ỹсĕрле ларакана пуçран шăлмаççĕ: штраф тỹлеттереççĕ, водитель правине туртса илеççĕ. Енчен те пĕрре айăпланнă хыççăн каллех автомашинăпа çула тухсан айăплавшăн тивекен штраф виçи 50-100 пин тенкĕпе танлашать, унсăр пуçне обязательнăй йĕркепе 150-200 сехет ĕçлеттерме яваплăх палăртаççĕ. РФ УК 104.1 статйине «Д» пункт кĕртнĕ. Вăл айăпланаканăн преступлени тунă чухне усă курнă транспорта конфискацилессине палăртать. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 11 машинăна туртса илнĕ те ĕнтĕ.

О.ЛЕВАЯ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code