Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕнеке тусĕсем

Кĕнеке тусĕсем

Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çумĕнчи «Ромашка» ача садĕнчи шăпăрлансемпе тĕл пулса тĕрлĕ мероприяти йĕркелессине йăлана кĕртнĕ ялти вулавăш ертỹçи Венера Усанова.

Библиотекарь кĕнеке тусĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарса вĕсен тавракурăмне аталантарсах пырать. Тĕрлĕ сăвăсем вуласа тата вĕренсе, вăйăсем выляса кĕçĕннисен чĕвĕл чĕкеçĕнни евĕр чĕлхе вăй илет. Юмахсене хапăлласа йышăнаççĕ ачасем. Ирина Воронова тата Людмила Львова воспитательсем вĕсемшĕн — «иккĕмĕш амăшĕсем». Çапла майпа чĕре ăшшине, пурнăç илемне туйса ỹсеççĕ ача садне çỹрекен пĕчĕк çеçпĕл çеçкисем. «Кĕнеке — ăс-тăн вучахĕ», — тесе ахаль каламан ватăсем.

Сăн ỹкерчĕкре: Венера Усанова ачасемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code