Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Граждансен ыйтăвĕсене — пысăк тимлĕх

Граждансен ыйтăвĕсене — пысăк тимлĕх

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун администраци, территори пайĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе йĕркеленĕ канашлăва иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетессинчен пуçланă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту вара округри граждансен ыйтăвĕсем тавра пынă. 2022 çулта округ администрацине пĕтĕмпе 53 çыру килнĕ. Халăха ытларах хумхантаракан проблемăсен шутĕнче çаксем: çул-йĕр, тирпей-илем, пурăнмалли тата коммуналлă хуçалăх (строительствăпа архитектура, хытă каяш). Кусенчен вара «пуç пулса» тăраканни — çул-йĕр ыйтăвĕ. Ялсенче пурăнакансем хальлĕхе регион тата муниципаллă пĕлтерĕшлĕ çулсене юртан тасатса тăрассипе кăмăлсăррине палăртнă.

Леонард Васильевич кирек мĕнле ыйтăва та, çырса е шăнкăравласа пĕлтернĕ-и, пĕрне те тимлĕхсĕр хăвармалла маррине палăртнă. Граждансем çĕкленĕ проблемăсене вăхăтра татса парас тĕлĕшпе яваплисене уйрăм хушу панă, оперативлă ушкăнăн хăш-пĕр ыйтусене çийĕнчех пурнăçлассипе вырăна тухса каймаллине те каланă.

Муниципалитет округĕн администрацийĕн организациллĕ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Аникина килекен çырусене тишкерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарнă. Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш территори пайĕсен пуçлăхĕсем тата кураторсем граждансен пухăвĕсене ирттернин отчечĕсене тунă.

Çуркунне хăйĕн паллисене куллен систере пуçларĕ. Апла пулсан акана тухма та инçе мар. Хуçалăхсем ăна хатĕрленессипе мĕнле ĕçлесе пыраççĕ? Асăннă ыйту тавра ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Волков тухса калаçнă.

Канашлура округ пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code