Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Ăс-хакăл вăййисенче

Тĕп хулари 29-мĕш вăтам шкулта ăс-хакăл вăййисен регионти тапхăрĕ иртнĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем унта тăван (чăваш) чĕлхе тата литература вулавĕ предметсемпе хăйсен пĕлĕвне кăтартнă.

Предмет олимпиадипе танлашакан пĕлтерĕшлĕ тĕрĕслевре округри вĕренекенсем çулсерен малтисен йышне кĕреççĕ. Ырă йăла тăсăмĕ кăçал та çирĕпленнĕ — чыслава виçĕ ача тивĕçнĕ. Елчĕкри вăтам шкулта 4 класра пĕлỹ пухакан Дарья Безрученко (ертỹçи Т.Маркова) тăван (чăваш) чĕлхи предметпа çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулти София Герасимовăпа Анна Смирнова (З.Михеева) призерсен йышне кĕнине те палăртма кăмăллă.

Эссе çырассипе

Республикăри вĕренỹ институчĕ йĕркеленĕ «Аслă çĕршывăн вĕрентекенĕ» эссе çыракансен регионти конкурсне 700 ытла ĕç тăратнă.

Унта учительсемпе воспитательсем, ятарлă тата аслă шкулсен преподавателĕсемпе студенчĕсем, шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Чи çамрăк конкурсант 6 çулта, чи асли 70 çулта пулнă.

Педагог тата наставник çулталăкне халалланă конкурсра Кушкăри вăтам шкулта ĕçлекенсен хайлавĕсене суйласа илнине уйрăммăн палăртни вырăнлă. Вырăс чĕлхипе литературине ертсе пыракан Марина Портнова «Чи лайăх педагог-наставник» номинацире çĕнтернĕ, Людмила Пешенькова историк «Манăн ачалăхри учитель» номинацире призер пулса тăнă.

Видео ỹкериччен …

Хальхи вăхăтра Интернет çăмăллăхĕпе чылай ĕçе пурнăçлама, татса пама пулать.

Анчах вут-кăварпа çыхăннă инкеке телефонпа видео ỹкерсе васкавлăн социаллă сете лартнипе парăнтарма çук. Çав вăхăтрах унпа усă курса «112» васкавлă службăна шăнкăравласа пĕлтерсен çыннăн пурнăçне те, унăн пурлăхне те сыхласа хăварма, ырă ĕç тума пулать. Районти пушар надзорĕпе пушар чаçĕ кирек ăçта та вут-çулăм алхаснине курсанах диспетчер службине маларах кăтартнă тỹлевсĕр телефонпа шăнкăравлама ыйтаççĕ.

Куçса çỹрекен курав

Республика шайĕнче пурнăçланакан «Ял хăвачĕ» проектпа килĕшỹллĕн Шăмалак ялĕнчи вулавăшра кĕнекесен куçса çỹрекен куравĕ уçăлнă.

Выставкăри кĕнекесем ял хуçалăхĕпе, ялта пурăнакансен пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Библиотека заведующийĕ Венера Усанова халăха çĕнĕ кĕнекесемпе куллен паллаштарать, проект çинчен каласа кăтартать. Курав пуш уйăхĕн 25-мĕшĕччен ĕçлĕ.

Паянхи ачасемшĕн те пĕлтерĕшлĕ

Курнавăшри вăтам шкулта кĕçĕн классенчи вĕренекенсемпе «Иван Яковлев калавĕсем» темăпа класс сехечĕ ирттернĕ.

Ачасем малтанах паллă çутавçăн кун-çулĕпе паллашнă, вăл çĕнĕ чăваш алфавитне йĕркеленине, пĕрремĕш букварь кăларнине, Атăл тăрăхĕнче чăваш тата ытти халăх шкулĕсене уçни çинчен пĕлнĕ.

Вулав валли вĕренекенсем И.Яковлевăн «Суеçĕ», «Кулачă», «Самăрăлнă чăх», «Пустуй кỹренỹ» кĕнекисене суйласа илнĕ. Вĕсене автор 100 ытла çул каялла çырнă пулин те, шухăшĕпе паянхи ачасемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсем вуланисене сỹтсе явнă хыççăн хайлавсенчи сăнарсене ỹкерчĕксенче сăнланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code