Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван шкулне «таврăнчĕ»…

Тăван шкулне «таврăнчĕ»…

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Олег Николаевич Мустаев пурнăçран уйрăлнăранпа çулталăк çитрĕ.

Олег Николаевичшăн тăван чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем питĕ пĕлтерĕшлĕ, хаклă пулнă. Çакна вăл ашшĕ-амăшĕпе çыхăнтарнă. «Пирĕн çемьере йăласене çирĕп тытатчĕç. Эпир пур наци уявĕсене те пĕрле паллă тăваттăмăр.10-мĕш класра вĕреннĕ чухне ял историне тишкерме пуçларăм, йăх-несĕлсене çичĕ сыпăк таран тĕпчерĕм. Чăваш патшалăх университетĕнче те пире пултаруллă преподавательсем вĕрентнĕ. Чăн-чăн патриотсем, маттурсем ỹссе çитĕнччĕр тесе аслă пĕлỹ панă. Эпĕ яланах тăван халăх аталанăвĕшĕн вăй хума, шурсухалсене тата вырăнти ĕмĕрхи йăласене хисеп тума хатĕр пулса пурăнăп», — тенĕ вăл автономире ĕçленĕ чухне.

Олег Мустаев Чĕмпĕрте ĕçлеме пуçланă тапхăрта ун валли никам та шурă кавир сарса хуман — пĕтĕм пуçарăвăн «никĕсне» хывса хăйĕнех çĕклемелле пулнă. Унăн пархатарлăхĕпе пурнăçа кĕнĕ ĕçсен çĕклемĕ çав тери пысăк. Облаçри наци телепрограммисен йĕркелỹçи тата тĕп редакторĕ, чăвашла «Еткер» телередача, «Хамăрьял» радиопередача ертỹçи… Чăваш патшалăх университечĕн вĕренỹпе консультаци пунктне уçнă, облаçри культура министерстви çумĕнче чăваш культурин центрне йĕркеленĕ, XIX ĕмĕрте И.Яковлев тутарнă хулари православи чиркĕвне хута янă, чăвашсен наци-культура автономине туса хунă, Кивĕ Эйпеçре А.Рекеева асăнса палăк лартнă…

И.Яковлев халалне çирĕп пăхăнса пурăннă, хастар та кăвар чĕреллĕ пуçаруçă ячĕпе çак кун Лаш Таяпари вăтам шкулта Асăну хăми уçнă. Ăна О.Мустаевăн çывăх юлташĕсем — Чăваш халăх поэчĕ Валерий Тургай тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Антонина Александрова ертсе пынă. Малтанах пуçтарăннисем — Ульяновск облаçĕнчен, Тутарстанран, Пушкăртстанран килнĕ чăваш юхăмĕн хастарĕсем, Олег Николаевичăн тăванĕсем, ял çыннисем Таса Турă Амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркỹре Силуан иеромонах ирттернĕ кĕлĕре пулнă, шкул музейĕпе паллашнă.

Асăну хăмине уçма хутшăннă Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Ульяновск облаçĕн правительствин национальность ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Паховский, Ульяновскри чăваш наци-культура автономийĕн ертỹçи Владимир Бабайкин, Тутарстан чăвашĕсен ассоциацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Константин Малышев, Пушкăртстанри «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов ентешĕмĕр çинчен нумай-нумай ырă сăмах каланă.

Олег Мустаев, Халăх Фрончĕн Пĕтĕм Раççейри обществăлла юхăмĕн регион штабĕн сопредседателĕ пулнă май, Ульяновск облаçĕнчи тĕрлĕ халăхсен автономийĕсен ĕçне йĕркелессинче те хăйĕн тỹпине хывнă. Мероприятире сăмах илнĕ азербайджан, эрмен, таджик халăхĕсен нацисен пĕрлешĕвĕсен представителĕсем те унăн пулăшăвне курса-туйса тата килĕшỹре ĕçленине палăртнă…

Чăвашлăхшăн чунне пама хатĕр пулнă Çĕнĕ Эйпеç ывăлĕ халĕ ĕнтĕ хăй вĕреннĕ шкула ĕмĕрлĕхе «таврăнчĕ»…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code