Çур аки çывхарнă май ял хуçалăх организацийĕсенчи машинăпа трактор паркĕсен территорийĕнче ĕç шавĕ кунран-кун вăй илсе пырать.
Сăн ỹкерчĕкри Александр Ласточкин «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче механизатор пулса вăй хурать. Шанса панă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаканскер, хăйĕн «Кировец К-424» тракторне лайăх пăхса-юсаса тăрать пулин те, яваплă тапхăр умĕн ăна тепĕр хутчен тĕплĕн тĕрĕслерĕ, пĕчĕк кăлтăксенчен хăтăлчĕ.
— Ытти пурте йĕркеллех, техникăна халь тесен халь хире илсе тухма пултаратăп, — тет вăл кăмăллăн.
Николай КРУГЛОВ сăн ỹкерчĕкĕ.