Апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн режимĕ пуçланни, çак кунран тытăнса вăрмансен таврашĕнче, ялсен çывăхĕнчи, килти хушма хуçалăхсенчи типĕ курăкпа çỹп-çапа çунтарнăшăн штраф тỹлеттересси çинчен пĕлтернĕ. Апла пулин те округ территорийĕнче йĕркене пăснин тĕслĕхĕсемпе çине-çинех тĕл пулма тивет.
Çак кунсенче пулса иртнĕ муниципалитет округĕн администрацийĕн административлă право йĕркине пăснин тĕлĕшĕнчи ĕçсене тишкерессипе тата ку тĕлĕшри лару-тăрăва уçăмлатассипе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче шăпах çак ыйтусене тишкерчĕç. Уйрăм çынсен — Елчĕкре пурăнакан С., Лаш Таяпари М., Ĕнелĕнчи К. тĕлĕшпе те ахальтен протокол çырман. Вĕсем уçă вырăнта типĕ курăк, çỹп-çап çунтарнине мобильлĕ ушкăнсем тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра пур çын та хăй пурăнакан территорие тирпей-илем кỹрессипе тимлет. Ушкăнпа кар тăрса ĕçе пикеннине хирĕçлеме çук. Апла пулин те çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнма тиветех, унсăрăн административлă майпа айăплаççĕ, штраф виçи вара пĕчĕкех мар. Комисси членĕсем маларах каланă çынсем вăйра тăракан çĕнĕ йĕркепе паллашма ĕлкĕрейменнине тата каçару ыйтнине шута илчĕç. Çакна кура вĕсем пĕрремĕш хутĕнче асăрхаттарса каланипе хăтăлса юлма пултарчĕç.
Лару ĕçне ертсе пынă комисси председателĕн — муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн сăмахĕ те витĕмлĕ пулчĕ.
— Çуркунне çитнĕ май пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Типĕ курăк çунтарнă чухне çурт-йĕре тивсе илнĕ тĕслĕхсем кĕске вăхăтра республикăра темиçе те пулчĕç. Хамăр округра та паянхи кун тĕлне илсен пушар тухнин 5 тĕслĕхне шута илнĕ. Çанталăк типĕ тăни, çĕрĕн-кунĕн çил алхасни, пушшех, тимлĕ пулма ыйтать, — терĕ вăл.
С.АНАТОЛЬЕВА.