Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăшса ĕçленĕшĕн ят-сума тивĕçнĕ

Тăрăшса ĕçленĕшĕн ят-сума тивĕçнĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн 2023 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче йышăннă 79-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн район экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн 2023 çулта районти Хисеп хăми çине çак çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарма йышăннă:

Алевтина Петровна АРХИЛИНА, «Елчĕкри çăкăр завочĕ»» ОООри çăкăр пĕçерекен;

Алиса Петровна БОРИСОВА, «ЧР Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ» хысна учрежденийĕн Елчĕкри уйрăмĕн консультанчĕ;

Юрий Васильевич ГАЛКИН, «АСК-Яльчики» ОООри ĕç тăвакан директор;

Геннадий Васильевич ДМИТРИЕВ, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти физика предметне вĕрентекен;

Сергей Анатольевич ЕРМОЛАЕВ, «Яманчỹрелти сельхозхими» ОАОри экскаватор машинисчĕ;

Денис Алексеевич ЖУКОВ, Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 11-мĕш класра вĕренекен;

Юрий Петрович ЗАЙЦЕВ, Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк муниципалитет округĕнчи полици уйрăмĕн капитанĕ;

Ирина Зиноновна КУКУРУЗОВА, «Сатурн» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор;

Ольга Васильевна КУЗЬМИНА, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ;

Лилия Геннадьевна КУЧКОВА, районти тĕп больницăри медицина сестри;

Владимир Николаевич ПЕТРОВ, Елчĕк муниципалитет округ администрацийĕн территорисене аталантарассипе, хăтлăх кỹрессипе ĕçлекен управленин строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ;

Александр Павлович ПОРТНОВ, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ;

Сергей Геннадьевич САРДАЕВ, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн Елчĕк муниципалитет округĕнчи асăрхав тата профилактика ĕçĕсен уйрăмĕн аслă инспекторĕ;

Юрий Владимирович СЕРГЕЕВ, «Яманчурино» ОООри тракторист-машинист;

Владимир Александрович СЕРГЕЕВ, «Победа» ОООри сĕт-çу ферминчи рабочи;

Ольга Михайловна ТИХОНОВА, Аслă Пăла Тимеш территори уйрăмĕн территорисене аталантарассипе, хăтлăх кỹрессипе ĕçлекен управленин тĕп специалист-эксперчĕ;

Александр Вениаминович ФЕДОТОВ, «Клевер» ОООри механизатор;

Петр Васильевич ХМЕЛЕВ, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи;

Иван Анатольевич ШУРБИН, Тỹскелти нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕн культорганизаторĕ;

Татьяна Ильинична ЯКОВЛЕВА, «Фармация» патшалăх унитарлă предприятин Елчĕкри 40-мĕш аптекăн провизор-технологĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code