Юлашки вăхăтра «контактсăр ултав» текен тĕслĕхсен шучĕ питĕ пысăк хăвăртлăхпа ỹссе пырать.
Сăмах преступниксем çынсене курăнмасăрах, вĕсемпе тĕл пулмасăрах Интернет урлă е телефонпа шăнкăравласа, банк карттинчен укçа куçарма хистени е вăрлани, çапла майпа халăха улталани пирки пырать.
Кăçалхи I кварталта округра «контактсăр» мелпе улталассипе çыхăннă преступленисем 33,3 процент ỹснĕ. Вĕсене уçса парасси 85,7 процентпа танлашнă. Информаци технологийĕпе усă курса нухрат вăрласси 100 процент таран нумайланнă. Производствăри пĕр фактпа ĕçе вĕçленĕ. Преступленисем кỹнĕ тăкак 65 пин тенкĕпе (иртнĕ çулхи 3 уйăхра — 0) танлашнă. Преступленисене Елчĕк, Лаш Таяпа территори пайĕсенче — пĕрер, Курнавăш ТП 2 тĕслĕх регистрациленĕ. Вĕсем «контактсăр мелпе» вăрлассипе çыхăннă.
Преступниксенчен шар курасран асăрхаттарса организаци-предприятисен коллективĕсемпе час-час тĕл пулатпăр, ялсенче халăхпа курнăçса ăнлантару ĕçĕсем ирттеретпĕр. Çапах та улталанакансен шучĕ çулсеренех ỹссе пырать. Хамăрăн пурлăхшăн яваплă пулар, кайран укçа çухалсан ăна вăш-ваш тавăрма та çук. Çавăнпа та округри полици ĕçченĕсем асăрхаттарнине асра тытăр — хăвăра улталама ан парăр. Сире телефонпа шăнкăравласа банк ĕçченĕ пек пулса карта номерне ыйтаççĕ, Интернетри таваршăн маларах тỹлеме сĕнеççĕ е хушаççĕ, парне выляса илнĕ тесе савăнтараççĕ, компенсаци сĕнеççĕ, паллакансем урлă кивçен укçа ыйтаççĕ е тата ытти те — çакă пурте суя, ултав пулнине асра тытăр. Пĕлмен çынпа телефонпа калаçманни сире пысăк тăкак курасран та сирĕ. Кам та пулин ямăт укçа-тенкĕ парасса шанни те вырăнсăр.
Çавăн пекех полици сотрудникĕ тесе те шăнкăрав пулма пултарать, анчах право хуралĕн ĕçченĕсем, банкирсем пекех, нихăçан та кредит пирки шăнкăравламаççĕ. Иккĕленỹллĕ шухăшсем пулсан 102 номерлĕ телефонпа полици пайне шăнкăравлама пултаратăр.
Л.ЕГОРОВА.