Суббота, 9 декабря, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх пуçаруллă пулнăран ĕç кал-кал пырать

Халăх пуçаруллă пулнăран ĕç кал-кал пырать

Аслă Таяпа территори пайĕ 3 яла пĕрлештерсе тăрать: Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăмĕ тата Шуршу. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 5071 гектарпа танлашать. Пурĕ 598 хуçалăх, çав шутран 430-ĕшĕнче пурăнаççĕ.

Виçĕ ялта 1091 çын пурăнать, пĕрмаях пурăнакансем — 826 çын. Кăçалтан территори пайне запасри майор Анатолий Скворцов ертсе пырать. Маларах чылай çул ертỹçĕ тилхепине Василиса Сапожникова ăнăçлă тытса пычĕ.

Халăхăн пурнăç условийĕсене çулран-çул лайăхлатса пырассинче çĕршыв, регион шайĕнче тĕрлĕ проектпа программа ĕçлет. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли — вырăнти пуçару çинче никĕсленекен программа. Мĕн тăваççĕ территори пайĕсенче ял çыннин пурнăçне çăмăллатас енĕпе асăннă тата ытти программăпа? Çакă тата ытти темăна уçăмлатас тĕллевпе эпир Аслă Таяпа территори пайĕнче пулса ертỹлĕхпе тĕл пултăмăр.

— Халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстерсех пырасси, вăл хускатакан ыйтусене вăхăтра пăхса тухса хурав парасси тата ĕçе пурнăçласси — пĕрремĕш вырăнта. Граждансене ытларах çĕрпе усă курассипе, çурт-йĕрпе çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарассипе, таса шывпа тивĕçтерессипе, çулсене тивĕçлĕ тытса тăрассипе тата юсассипе, ача-пăча площадкисем тăвассипе çыхăннă ыйтусем канăçсăрлантараççĕ, — пĕлтерет Анатолий Васильевич. — Халăх ял пухăвĕсенче ыйтнă тата сĕннĕ чылай ĕçе кал-кал пурнăçлама тỹр килчĕ кăçал. Вĕсене ĕçе кĕртессинче чылайăшĕ пуçарулăхпа палăрни савăнтарать. Ял варринчи Таябинка юхан шыв урлă хывнă кĕпере юсассинчен пуçланчĕç ĕçсем. Кĕпер урлă каçнă чух вăл ытла вăйлă силленни, шыв хăпарнă вăхăтсенче урана атă тăхăнсан та шыв кĕни канăçсăрлантаратчĕ. Уйрăмах шкул ачисемпе чиркĕве çỹрекен ватăсем нушаланатчĕç. Усăнса аннă кĕпере, маларах пуçаруллă бюджет программипе тунăскере, ял хастарĕсем кĕске вăхăтра юсаса хума пултарчĕç.

Кунта Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Вячеслав Сядуков пысăк пулăшу панă. Çавăн пекех Олег Кузнецов, Михаил Кульмаков, Эдуард Амаюков, Николай Колпаков, Владимир Еников, Вячеслав Адюкин, Николай Мартынов пысăк тăрăшулăхпа палăрнă. Ĕçе февраль уйăхĕнче пуçăннă, чи малтанах сăвай янă, март уйăхĕнче кĕпере юсаса пĕтернĕ. Кăçал çавăн пекех Полевая урамри шыв башни (ăна 2021 çулта халăха таса шывпа тивĕçтерес тĕллевпе йышăннă ятарлă программăпа килĕшỹллĕн юсанă) тавра карта тытса çавăрма пултарнă. Кунта вара Андрей Морозов, Виктор Колсанов, Алексей Евдокимов тата ыттисем вăй хунă.

«Пуçару бюджечĕ» программа ĕçлени ял халăхĕшĕн пысăк ăнăçу. Укçа-тенкĕ çитменнипе халĕччен тĕкĕнмен чылай пысăк ĕçе пурнăçлама май парать вăл. Унпа килĕшỹллĕн территори пайĕнче çулсеренех сахал мар ĕçсем пурнăçланаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ халăх тăрăшнипе пулса пырать. Сăмах май, 2022 çулта вăл пулăшнипе Шуршу ялĕнче масар çинчи картасене юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ çурт лартнă. Çавăн пекех Шуршу ялĕнче масар çинчи картасене юсама 281465 тенкĕ расхутланă. Çав шутран ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 84439, республика бюджетĕнчен — 168879 тенкĕ уйăрнă, халăхран 28147 тенкĕ пуçтарнă. Шуршу ялĕнче масар çинче пĕчĕк пỹрт лартма 599880 тенкĕ тăкакланă.

Кунта çакна палăртса хăвармалла: ялсенче пурăнакансем тата ял тулашĕнче тымар янă çамрăксем питĕ пуçаруллă калăпăшлă ĕçсене тăвассинче. «Телеграм» каналти ялăн ушкăнĕнче ялсен хастарĕсем ăнлантару ĕçĕсем пурнăçланă хыççăн вĕсем тивĕçлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Ял старостисен Антонина Павловăпа Светлана Блинован, Елена Сапожникова, Марина Кульмакова, Любовь Горшкова культура ĕçченĕсен тата ыттисен тỹпи пысăк пулнă ĕç-хĕле йĕркелессинче. Вĕсем тăрăшнипех кĕске вăхăтра укçа пуçтарса ĕçсене туса пĕтерме май килнĕ.

Çĕнĕ çул кăмăла çĕклет (Чăваш Тăрăмĕнче)

Ытти программăсемпе усă курса та нумай ĕç пурнăçлаççĕ ку тăрăхра. Кăçал январь вĕçĕнче РФ Президенчĕн «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе çĕкленнĕ Шуршу ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çакă ял халăхĕшĕн мĕн тери пысăк парне пулни каламасăрах паллă. Кашни çулах кашни ялтах урамсенчи çулсене юсаççĕ. 2022 çулта бюджетран уйăрнă укçапа Аслă Таяпа ялĕнчи Центральная тата Овражная урамсене, Чăваш Тăрăмĕнчи Горная тата Нижняя урамсене, Шуршу ялĕнче Молодежная урама вак чул сарнă. Пурĕ 860000 тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Ку ĕçсене ДПМК «Яльчикское» тата ДПМК «Батыревская» ОООсем пурнăçланă.

— Тунă ĕçсен пысăк пайне пурнăçлассинче, паллах, ман умĕнхи ертỹçĕн Василиса Сапожникован тỹпи пысăк. Вăл хăйĕн тăрăшулăхĕпе хастарлăхне кура ял халăхĕн хисепне çĕнсе илнĕ. Ырă ята территори пайĕнче тĕп специалист-экспертра тăрăшакан Нелли Иванова, çарпа учет енĕпе ĕçлекен Надежда Чернова специалист тата ытти ĕçченсем тивĕç. Майлă самантпа усă курса ĕçсене тума хутшăннă организацисен ертỹçисене, ял халăхне пысăк тав сăмахĕ каласа хăварас килет. Уйрăмах вырăнти тата округри администрацисен, культура тата вĕренỹ ĕçченĕсене, депутатсене — мĕн пур халăха пысăк тав.

Нумай ĕç тума пире округ депутачĕ Вячеслав Сядуков пулăшать. Пĕрлĕхре ĕçлесен, пĕр чăмăрта пулсан тата та пысăк ĕçсем пурнăçлама пулать.

Территори пайĕнче вырнаçнă масарсемпе палăксене тирпей-илем кĕртессипе чылай ĕç пурнăçланине те ырăпа хакламасăр иртер мар. «Пуçаруллă бюджет» программа пулăшнипе кăçал та сахал мар ĕçленĕ. Аслă Таяпа ялĕнчи Школьная урамран пуçласа масар патне çитичченех çула юсама (проект хакĕ — 1117320 тенкĕ) ĕлкĕрнĕ. Çавăн пекех Школьная-Луговая урамсене вак чул сарнă.

Аслă Таяпа ялĕнчи Таябинка юхан шывĕ урлă хывнă кĕпере юсанă самант (март уйăхĕ)

Шуршу ялĕнчи Новая урама вак чулпа хытарнă (хакĕ — 569623 тенкĕ). Кунтах Горная урама та вак чул сарнă (546737 тенкĕ). Чăваш Тăрăмĕ ялĕнчи масар патне каякан çула та вак чул сарма ĕлкĕрнĕ (проект хакĕ — 330009 тенкĕ), масар çинчи картана юсаса хапха тăвас ĕçе паян-ыран вĕçлеççĕ (645826 тенкĕ). Халĕ асăннă программăпа Чăваш Тăрăмĕнче шыв башнине тĕпрен юсасси юлнă. Ку ĕçе пурнăçлассинче укçа-тенкине вăхăтра уйăрса ĕлкĕрейменни кăшт ура хунă. Нухрата куçарсанах кĕске вăхăтра башньăна юсаса хума тăрăшать ял халăхĕ.

— Паллах, тумалли ĕçсем, татса памалли ыйтусем сахал мар. Вĕсене майĕпен пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Хальхи вăхăтра çырма хĕррисенче тата пуçĕсенче, посадкăсенче пуçтарăнсах пыракан çỹп-çапа тасатассипе тимлетпĕр. Хуçалăхсенче пуçтарăнакан хытă каяшсене ятарласа турттараççĕ пулсан та çỹп-çапа çын «курман» çĕре тăкакансем тупăнсах тăраççĕ. Майлă самантпа усă курса манăн халăха çапла сĕнес килет: «Хамăр пурăнакан территорие, тархасшăн, варалар мар. Тасалăхра тата тирпейлĕхре пурăнни хамăршăн, пирĕн ачасемшĕн лайăх», — пăшăрханăвне пытармасть ертỹçĕ.

Вăрттăн çỹп-çап куписене тасатас енĕпе Аслă Таяпа шкулĕнче вĕренекенсем çак кунсенче пысăк ĕç пурнăçланă. Владимир Малов директор ертсе пынипе çырма хĕррисене йăлтах тасатнă.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Анатолий Скворцов ертỹçĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code