Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анлă пурнăç çулĕпе — 60 çул пĕр кĕвĕпе

Анлă пурнăç çулĕпе — 60 çул пĕр кĕвĕпе

Ĕлĕкхи саманара ашшĕ-амăшĕ ывăлне: «Амăшне пăх та хĕрне ил», — тенĕ. Хĕрне йăхне, несĕлне пăхса качча тухмаллине палăртнă. Çавăнпах пулĕ вăл вăхăтра уйрăлакан çемьесем пулман тесен те юрать.

Иртнĕ ĕмĕрте пурнăç çулне пĕрле утса тухакан мăшăрсем нумай пулнă, ачи-пăчине те йышлă çуратнă — килсерен 7-8. Вăрçă хыççăнхи çулсенче çакă питĕ вырăнлă пулнă.

Ватăсен сăмахне тĕпе хурса, пĕр-пĕрне юратура тупнă сумлă, 60 çул хушши пурнăç çулне такăрлатакан Васильевсен çемйипе паллашăпăр, вулакан.

Кил хуçи, Альберт Александрович, 1939 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕнче Александр Васильевичпа Перасковья Константиновна Васильевсен çемйинче çуралнă. Иккĕн çеç пĕр тăван пулнă вĕсем, Петя шăллĕпе. Вăрçă пуçлансанах Элексантăр тете хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă. Тăван ачисене ỹстерме пỹрмен ăна — паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Икĕ ывăла çитĕнтерме Праски аппана хунямăшĕпе хуняшшĕ пулăшнă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Альберт урăх вĕренме каяйман, мĕншĕн тесен амăшне йывăр килнĕ. 15 çулхи ача аслисемпе тан колхозра ĕçлеме тытăннă, ниме те тиркемен. Шăллĕ вĕреннĕ çын пултăр тесе тимленĕ. Унăн ĕмĕчĕсене пурнăçланă тăванĕ. Петр Александрович Васильева районта пурте пĕлнĕ. Вĕрентỹ пайĕн ертỹçинче, шкул директорĕнче, «Победа» колхозăн партком секретарĕнче, учительте тăрăшнă вăл.

Çул çитсен Альберт Лăпкă океанра Тинĕс-çар флотĕнче 4 çул службăра тăрать. Яла таврăнсан колхозри сĕт-çу заводне ертсе пыма шанаççĕ. Ку çулсенче хуçалăх çу кăларассине вырăнтах йĕркеленĕ. Çемье çавăрмалли çулсем çитнĕ каччă мăшăр тума Исемпел хĕрне, Домна Жирновăна суйласа илет. Петр Ивановичпа Раиса Николаевна Жирновсем сакăр ача çуратса ỹстернĕ. Кил хуçи вăрçа тухса кайнă чух Домна 2 уйăхри ача тăрса юлнă. Ашшĕ таврăнсан палламасăр кăшкăрса йĕнĕ. Йышлă çемьере пурте ĕçчен, харсăр ỹснĕ. Домна аллинче те ĕç вĕресе кăна тăнă. Вăл та 7 класпа вĕренĕвне вĕçленĕ. Тырă вырнă, чул кăларма кайнă, сакăр çул дояркăра вăй хунă.

1963 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче мăшăрланнă çамрăксем. Хыççăнах шăллĕ Петр та савнине илсе кĕрет. Пĕр çуртра — икĕ çемье. 1964 çулта иккĕшĕнче те ывăлсем çуралаççĕ. Кỹршĕрех ашшĕпе пĕр тăван аппăшĕ пурăннă. Альберт çемйи унта пурăнма куçать. Тепĕр икĕ çултан Владимир çут тĕнчене килет. 1968 çулта колхоз правленийĕ çамрăксене çурт лартма çĕр уйăрса парать. Хĕле кĕнĕ чух мăшăр çĕнĕ çурта пурăнма кĕрет. Пĕчĕккĕн хуралтисене тума тытăнаççĕ, вĕсем выльăх-чĕрлĕх сассисемпе тулаççĕ. 1970 çулта çурта çĕнĕ «кайăк» вĕçсе кĕрет — Коля çуралать.

1967-2000 çулсенче Домна аппа сысна ферминче çура илмелли амасене пăхса тăнă. Хастарлăхне кура чыс-хисепне те тивĕçнĕ. ВДНХра пулса бронза медальпе чысланă ăна. Унсăр пуçне ĕç ветеранĕн килĕнче «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», «Выльăх-чĕрлĕх маçтăрĕ» паллăсем, Чăваш АССР Министрсен Кабинечĕпе КПСС обкомĕн Хисеп грамотисем упранаççĕ.

Альберт Александровичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 48 çул. Вăл та, мăшăрĕ пекех, тĕрлĕ наградăна тивĕç пулнă.

Тĕрĕс, тĕреклĕ пурăнакан мăшăр ачисене те лайăх воспитани парса ỹстернĕ. Саша водителе вĕреннĕ, хĕрпе ывăла кун çути панă. Шел пулин те, Сашăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Владимирпа Николай аслă пĕлỹ илнĕ, çемьеллĕ. Хăйсен ĕçĕсемпе тимлеççĕ.

80 çултан иртнĕ мăшăра ватăсен шутне кĕртме чĕлхе те çаврăнмасть. Кил-çурчĕ тирпейлĕ. Качака, чăх-чĕп, кăвакалсем усраççĕ. Пахча çимĕçĕ те хăйсем туса илниех. Паянхи кун та, 60 çул пĕрле пурăнса, пĕр-пĕрне юратса, ăнланса, хисеплесе пурăнаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсемшĕн, ял халăхĕшĕн ырă тĕслĕх вĕсем.

Зинаида ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code