Çуллахи вăхăтра велосипед çула тухмалли меллĕ транспорт.
Çавăнпа та çак тапхăрта велосипед çухалнă тĕслĕхсем йышланаççĕ. Сăлтавĕ хуçисем тимсĕр пулнинче. Велосипедсене час-часах лавкка, кафе, тĕрлĕ предприяти-организаци умне тăратса хăварнă хыççăн час-час тимĕр ут «ураланать».
Çавăнпа та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма, хăйсен пурлăхĕшĕн яваплăха туйма, транспорт хатĕрне никамсăр пăрахса хăварасран асăрханма ыйтаççĕ. Енчен те çывăхра паллакан çынсем пулмасан вĕсене ятарлă çăрасемпе тимĕр картасем çумне çирĕплетсе е видеосăнавсен умне хăварма тăрăшăр. Пурлăха çухаличчен упрар, кайран ăна каялла тавăрасси иккĕленỹллĕ.
Л.ЕГОРОВА.