Мăйракаллă шултăра ĕне выльăх губка евĕрлĕ энцефалопатипе чирлеме пултарать, урăхла ăна ĕне урни теççĕ. Шел пулин те, çак чирпе кĕрешме нихăш çĕршывра та вакцина шутласа кăларайман хальлĕхе.
Ку чире пĕрремĕш хут Великобританире 1986 çулта регистрациленĕ. Чир тухнине мăйракаллă шултăра ĕне выльăха кăшлакан чĕр чунсен аш-какай тирĕнчен тунă çăнăхпа тăрантарнипе сăлтавланă. 10 çултан ĕне урнин чирĕ ытти çĕршывсенче те (Португали, Швейцари, Германи) сарăлнă.
Унпа ытларах 4 çулхи мăйракаллă шултăра ĕне выльăхсем чирлени паллă. Инфекци çăлкуçĕ — чирлĕ выльăхсем, пуçаруçă — инфекци кăларакан инкубаци тапхăрĕ — 2,5 çултан пуçласа 8 çула çитет, хăш-пĕр чухне вăл 25-30 çул таран та тăсăлма пултарать.
Чирлĕ ĕне апата кирлĕ таран çиет пулсан та, сĕт сахалрах антарать, ỹт температури ỹсет. Чирĕн пĕрремĕш паллисем çапларах пулаççĕ: шăмăсем шатăртатаççĕ, ĕнесем хăраççĕ тата хăйсене сỹрĕк тытаççĕ. Иккĕмĕш тапхăрта выльăхсем вырăнтан вырăна куçса çỹреççĕ, кайри урисемпе тăпрана е ыттине чаваççĕ, хỹрисене тăратса чупаççĕ, ỹслĕк ерет.Чирĕн виççĕмĕш тапхăрĕнче çутта, сасă панине, хăйне тытнине, лекнине те туйми пулаççĕ.
Чир темиçе эрнене, 12 уйăх ытларах та тăсăлма пултарать. Юлашкинчен выльăх вилет.
Ку чухне (выльăха инфекциллĕ апатпа тăрантарнă) регистраци çинчен калакан кăтартусене тĕпе хурса чирлĕ ĕнесен йăхне тупса палăртмалла. Чирлес умĕн юлашки 2 çулта пăруланă ĕнесене, кĕтỹри пур инфекциллĕ выльăхсене те тупса палăртмалла.
Выльăх чирлес е вилес пулсан диагностика тĕпчевĕ валли лабораторие паталоги материалĕсене яраççĕ. Диагностика тĕпчевĕ инфекцие çирĕплетрĕ пулсан тушкасене çунтарса ямалла е тарăн шăтăка чавса чикмелле. Профилактика енчен илсен, чир-чĕр тĕлĕшпе ăнăçсăр хуçалăхсенчен тĕрлĕрен апат туянма чармалла, дезинфекци мелĕсемпе анлăн усă курмалла.
А.СИДОРОВА,
округри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин Курнавăшри участокĕнчи ветлечебница заведующийĕ.