Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кадрсенчен нумай килет

Кадрсенчен нумай килет

Кăçалхи вырма тапхăрĕнче çанталăк çĕр ĕçченĕ майлă пулчĕ темелле: çумăр çусах кайманран тыр-пула вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртрĕмĕр. Уй-хир мероприятийĕсене эпир округра чи малтан — пăрçа çулассинчен пуçларăмăр. Тухăçĕ те аван, пĕр гектартан вăтамран 32,4 центнер тухрĕ вăл. Тĕш тырă культурисен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ пушшех савăнтарать: 39, 4 центнер.

Ĕнер 300 гектар çинче кĕр тыррисене акса пĕтертĕмĕр. Халĕ çумăр кĕтетпĕр.

Кирек хăш производство участокĕнче те ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Уй-хирте те çавах. Май пуррипе усă курса хуçалăхра тыр-пул шăпине татса панă кашни ĕçчене палăртас килет. Сергей Шепинов, Николай Падуев, Николай Горшков, Кирилл Падуев комбайнерсем, Виталий Немцев, Александр Падуев водительсем хăйсене шанса панă техникăна юсавлă тытнăран, вăхăтпа туллин усă курнăран ĕç тухăçлăхĕ чакмарĕ. Кăçал хастар ушкăна çамрăксем — пĕр тăван Александрпа Кирилл Падуевсем пĕрлешни те кăмăла çĕклет. Пуласлăх вĕсенче те. Василий Капсулов, Виталий Соколов, Вячеслав Волков механизаторсем вара уй-хир ĕçĕнчен пушанайман-ха — вĕсем кĕрхи çĕртме сухине хăвăртрах вĕçлессишĕн тимлеççĕ.

Эдуард ВОЛКОВ,
Ленин ячĕллĕ ЯХПКн тĕп агрономĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code