Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш поэзине пуçаракан

Чăваш поэзине пуçаракан

Пирĕн ентеш, поэт – Турхан Хĕветĕрĕ çуралнăранпа 145 çул çитрĕ. Турхан /Федор Васильевич Васильев/ 1876 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Курнавăшра пуçламăш шкулта вĕреннĕ, ĕмĕр тăршшĕпех тăван ялĕнче пурăннă. Чылай вăхăт пуçламăш шкулта вĕрентекенре, чиркÿре ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Турхан Хĕветĕрне репрессиленĕ, 1955 çулта таса ятне тавăрнă. 1932 çулта Улатăр лагерĕнче вăл вăрманта ĕçленĕ чух пĕрене айне пулса вилнĕ.

Турхан Хĕветĕрĕ чăваш поэзине пуçарса яракансенчен пĕри шутланать. Поэт лирикăллă сăвăсемпе пĕрлех чăваш поэзийĕнче сатира жанрне чĕртсе ярас тĕлĕшпе те вăй хунă. Ăсталăха вăл чăваш халăх юррисенчен, вырăс хайлавçисенчен – М.Ю.Лермонтовран, И.А.Крыловран вĕренсе пынă. Унăн тавракурăмĕпе поэзине тĕн литератури те витĕм кÿни паллă. Халĕччен унăн сăввисем сахал пичетленнĕ. «Юмăç» ятлă пĕрремĕш сăвви 1903 çулта Хусанта тухнă.

Турхан Хĕветĕрĕ сăвă çырас ĕçе пиччĕшĕпе, Турхан Яккăвĕпе, пĕр вăхăтрах пуçăнать. 1899 çулхи пуш уйăхĕ тĕлне поэт вун çичĕ сăвă хайлани паллă. Çавăн пекех юптарусем тата поэмăсем çырнă. Унăн 50 яхăн сăвви сыхланса юлнă. Вĕсен хушшинче, «Лермонтов вилĕмĕ», «Хĕллехи ир», «Тăвăл», «Çеçенхирте лăс хурăн», «Шурăмпуçĕ çуралать» тата ытти те.

Сăвăç хăйĕн пултарулăхне пейзаж лирикинчен пуçлать. «Хĕллехи ир», «Тăвăл» сăвăсенче автор çут çанталăкăн вăл е ку самантне сăнлать. «Тăвăл» сăвăра çыравçă куçĕ малтан вăрманти йывăçсене пĕтĕмĕшле курать, унтан йывăç çулçисене, хăрăк йывăçа уйăрса илет. Ÿкнĕ йывăç сассинчен кайăк «хăраса сиксе тăрса пăхкалать». Кашни ÿкерчĕк вулакан чунĕнче пăлхану туйăмĕ вăратать, ăна çанталăкпа этем тĕнчисене танлаштарса пăхма хистет.

Сăвăçăн кашни хайлавĕ хăйне евĕрлĕ. «Лермонтов вилĕмĕ» сăвăра Турхан Хĕветĕрĕ вырăс поэчĕ тĕрĕслĕхшĕн, айвансен ĕçĕсене «сăвă туса кăтартнăшăн» вăхăтсăр çĕре кĕни çинчен калать. Кунта вăл этем хушшинчи тĕттĕм ĕçе çутă уйăх пек кăтартнă.

«Виçĕ çерçи» юптарура ырра вĕренеймен çерçисем ÿсĕрпе вăрçма хăтланни çинчен сăнланă. Сăвăç мухтанакансене питлет, вĕсен хăтланăвĕсене сивлет. Поэт чăваш сăмахлăхĕнчи юптару жанрне палăрмаллах аталантарма пултарнă. Вăл пирĕншĕн ытларах философилле лирикăна çĕнĕ шая çĕклекен пек паллă пулса юлнă. Унăн сăввисенчи харкамçă тĕнчен кăткăслăхне туять, хытă чĕрепе чун, усалпа ырă хирĕçĕвне курса шухăша путать.

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code