Шупашкарта «Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем» патшалăх фончĕн филиалĕ уçăлнă.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевлĕ фонда Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчи указĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Фондăн Чăваш Енри филиалĕ тĕп хулари Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă. Унта СВО ветеранĕсен ыйтăвĕсене «пĕр чỹрече» мелĕпе татса парĕç. Филиалта медицинăпа социаллă экспертиза специалисчĕсем, социаллă ĕçченсем, психологсем, юристсем ĕçлеççĕ. Кунтах сусăрсене тата вĕсен тăванĕсене реабилитаци хатĕрĕсемпе усă курма, утса çỹрейми чирлисене пăхма вĕрентеççĕ, ветерансене ĕçе вырнаçма, вĕренсе çĕнĕ професси илме пулăшаççĕ, вĕсен куллен тĕл пулакан тĕрлĕ ыйтăвне татса парассипе тимлеççĕ. Центрта ачасем валли вылямалли пỹлĕм те пур.
Ветерансемпе тата çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунисен çемйисемпе тĕл пулса калаçма, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан фонд филиалĕн пункчĕсене кашни муниципалитетра йĕркеленĕ. Вĕсенче граждансене социаллă координаторсем йышăнаççĕ.