Понедельник, 15 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куллен тумалли ĕç

Куллен тумалли ĕç

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе право йĕркине пăсассине хирĕç ĕçлекен профилактика комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне округ прокурорĕ Александр Кудряшов, территори пайĕсен ертỹçисем хутшăннă. Ларура округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев шкулсенче право йĕркине пăхăннине епле йĕркелени çинчен каласа панă. Кашни вĕренỹ учрежденийĕнчех профилактика канашĕсем ĕçлеççĕ, вĕсенче тата ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче, педагогика совечĕсен ларăвĕсенче, класс ертỹçисен канашлăвĕсенче воспитани ыйтăвĕсене çĕклеменни пулман. Куллен туса пымалли пĕрлехи ĕçе депутатсене, обществăлла организацисен хастар членĕсене явăçтараççĕ. Хальхи тапхăрта профилактика мероприятийĕсене шкулсем çумĕнчи лагерьсенче анлăн йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах 191 ачана вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернине те ырламалла.

«Мистер Сидр» текен наркăмăшлă эрех çĕршывĕпех калаçтарнă май, ялсенче алкоголь тата спирт хутăшлă продукци хатĕрлесе сутассине хирĕç ĕçлесси те çивĕч тема. Асăннă ыйту тавра округри полици уйрăмĕн участоксенчи инспекторсен подразделенийĕн начальникĕ Людмила Егорова калаçнă.

Округ администрацийĕн ларусен залĕнче наркоманине хирĕç кĕрешекен комисси ларăвне те ирттернĕ. 2022 çулта округра «наркомани» диагнозне палăртман пулин те, профилактика ĕçĕсен витĕмлĕхне чакармалла мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code