Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей конкурсĕнче палăрнă

Раççей конкурсĕнче палăрнă

Шурă Шупашкарăмăрăн 550 çулхи юбилейне халалласа çамрăк ÿнерçĕсем «Чебоксары – жемчужина Поволжья» конкурсра тупăшнă.

Республикăри, ун тулашĕнчи ачасен пултарулăх çурчĕсенче вĕренекенсем пурĕ 185 ĕç тăратнă. Елчĕкри искусство шкулĕнчи Екатерина Архипова, Ксения Агеева тата Елизавета Мурзакаева та хутшăннă унта.

Çамрăк художниксем хăйсен ĕçĕсенче тĕп хуламăрти паллă вырăнсене сăнланă. Екатерина «Просторы залива» ĕçĕпе виççĕмĕш вырăна, иккĕшĕ финала тухнă. Ксения хăйĕн ентешне – Геннадий Волкова, Елизавета Иван Яковлева халалласа лартнă палăксене ÿкернĕ. Чи лайăх ĕçсене юбилей тĕлне хатĕрленĕ каталога кĕртнĕ. Ачасене ÿкерес ăсталăха вĕрентекен Р.Парферьева преподаватель Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Е.Мурзакаева, Р.Парферьева, К.Агеева, Е.Архипова

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code