Кăçал округри тĕп больница хăйĕн 170 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавна май «Ял тата унăн çыннисем» черетлĕ проекта, хисеплĕ вулаканăм, округри тĕп больницăна тата унăн хастар ĕçченĕсене халалларăмăр. Тухтăрсем, медицина сестрисем, фельдшерсем, лаборантсем, техперсонал. Вĕсем пире пурнăçри чи хаклă пуянлăха — сывлăха паракансем тата упракансем. Сывлăх пуртан этем телейлĕ те тулли пурнăçлă.
Истори йĕрĕпе каялла таврăнас пулсан çакă паллă. Округри тĕп больница 170 çул каялла хута кайнă. Çак пĕчĕк мар тапхăрта чылай тĕрĕслев витĕр тухнă вăл. 1853 çулта Кĕçĕн Елчĕк ялĕнче фельдшер пункчĕ уçăлнă. 1866 çулта фельдшер пунктĕнчен 5 койкăллă йышăну пỹлĕмĕ туса хунă. 1870 çулта унăн никĕсĕ çинче 15 койкăллă Кĕçĕн Елчĕкри участок больници уçăлнă, вăл Теччĕ уесчĕн 3-мĕш медицина участокне кĕнĕ. 1878 çулта тухтăр пулманран ку больницăна хупнă, кунта чирлисене койкăсем вырнаçтармасăрах йышăннă. 1878 çулта Кĕçĕн Елчĕк ялне Теччĕпе Хусан кĕпĕрнинчен пĕр хутлă йывăç çурт куçарса килсен унта 1896 çулта Теччĕ уесчĕн 15 койкăллă земство больници уçăлать. 1888 çулта вара больницăн иккĕмĕш йывăç çуртне туса лартнă — 1930 çулччен 20 койкăллă стационар тата чирлĕ çынсене йышăнмалли темиçе пỹлĕмлĕ амбулатори пулнă. 100 çул ларнă хыççăн 1986 çулта çак кивĕ çурта пăснă. 1927 çулта вăл Кĕçĕн Елчĕк районĕн больници ята илет. 1930 çулта кунта çĕнĕ амбулатори уçăлать, 1935 çулта райĕçтăвкомĕн сывлăх сыхлавĕн пайне туса хураççĕ. Çак çултан сиплев учрежденийĕ Елчĕк районĕнчи больница ятне илет. 1936 çулта 15 койкăллă стационар, 1940 çултан 3-мĕш сиплев корпусне 20 койкăллă тăваççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Елчĕк больницине РСФСР сывлăх сыхлав министерствин паха опыта мала хуракан никĕслĕ медицина учрежденийĕ туса хунă.
1957 çулта Елчĕкри пĕрлешỹллĕ район больницин тытăмне 5-шер койкăллă 2 участок больници, 24 фельдшер пункчĕ, колхозсен ача çураттаракан 3 çурчĕ, МТС çумĕнчи 1 сывлăх пункчĕ, 25 вырăнлă ясли-сад, санитарипе эпидемиологи станцийĕ кĕнĕ. Пĕр хутлă йывăç çуртра 75 койка, кунтах терапи, хирурги, гинекологи, куç, туберкулез, ача-пăчан тата çитĕннисен инфекци уйрăмĕсем, поликлиникăра вара ача-пăча, терапи, туберкулез, хирурги, ỹтпе венерологи, стоматологи, хĕрарăмсен консультацийĕн кабинечĕсем ĕçленĕ. Штат 8 тухтăртан тата 104 вăтам персоналтан тăнă. Больница районти 35 пин çынна тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ.
1962-1965 çулсенче район Патăрьел районĕпе пĕрлешсен Елчĕк больницине «Патăрьел районĕнчи больницăн 8-мĕш подразделенийĕ» ятпа улăштарнă. 1965 çулта вăл каллех «Елчĕк районĕнчи больница» ят илет.
1970-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче çĕршывра больницăсен çурчĕсене çĕнĕлле хута яма пуçăннă — Елчĕкре те типлă çурт-йĕр çĕкленнĕ. Пĕр енчи икĕ хутлă сиплев учрежденийĕн çуртĕнче ача çураттаракан, хирурги, реанимаци уйрăмĕсем, рентген кабинечĕ, тепĕр енчи виçĕ хутлă çуртра пĕр сменăра 300 çынна йышăнма май паракан поликлиника, ача-пăча, гинекологи, терапи уйрăмĕсем ĕçленĕ.
2004 çултан пуçласа больницăна «Елчĕкри тĕп больница» ят панă. Çулран-çул вăл çĕнĕрен те çĕнĕ медицина оборудованийĕсемпе пуянлансах, кунта чирлисене сыватас енĕпе çĕнĕ диагностика меслечĕсене ĕçе кĕртсех пынă. Юлашки çулсенче сахал мар çĕнĕ кабинет хута янă: çул çитменнисен, инфекци, онкологи, дистанципе диагностика, эндоскопи, УЗИ тата ытти те. Çавăн пекех клиникăпа диагностика лабораторийĕ ĕçлет.
«Халăха пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парасси çине çĕршыв шайĕнчех пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн медицина тытăмĕнче пысăк калăпăшлă модернизаци ĕçĕсем пурнăçланаççĕ. Проект тĕп тĕллевĕ — тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ çине таянса халăх йышне сыхласа хăварасси, çынсен сывлăхне тата ырлăхне упрасси. Пĕрремĕш звенона модернизацилесси çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ. Юлашки çулсенче больница корпусĕсене тĕпрен юсаса çĕнетсе пытăмăр. Çавăн пекех çулсерен çĕнĕ автомобильсемпе пуянланатпăр, хальхи самана ыйтакан ФАПсем тата тухтăр амбулаторийĕсем хута кайса пыраççĕ, — палăртать Надежда Уркова тĕп тухтăр.
Сăмах май, иртнĕ çул анчах округри тĕп больницăна ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен 1100,7 пин тенкĕлĕх 6 дефибриллятор (чĕре ĕçне витĕм кỹрекен аппарат), 189,05 пин тенкĕлĕх 2 электрокардиограф, 1930 пин тенкĕлĕх 2 çăмăл автомашина, 248,6 пин тенкĕлĕх ытти оборудовани уйăрнă.
ФАПсене илес пулсан, вĕсене 2013 çулта — Тип Тимеш, 2014 çулта — Элпуç, 2015 çулта — Кĕçĕн Таяпа, Чăваш Тăрăмĕ, Тĕмер, 2016 çулта — Яманчỹрел, Хăвăлçырма, 2017 çулта — Хĕрлĕçыр, Çĕнĕ Эйпеç, 2018 çулта — Вăрăмхăва, 2019 çулта — Таяпа Энтри, Вырăскасси, 2020 çулта — Çĕнĕ Арланкасси, 2022 çулта Шуршу ялĕсенче çĕкленĕ.
Хальхи вăхăтра тĕп больница тытăмĕнче поликлиника, талăкĕпех стационар, поликлиника çумĕнче кăнтăрлахи стационар, 7 врач амбулаторийĕ, 23 ФАП ĕçлеççĕ.
«Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси» регион программипе килĕшỹллĕн çывăх вăхăтра Кивĕ Эйпеç, Тăрăм, Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тата врач амбулаторийĕ хута кайĕç. Модернизаци программи шайĕнче строительство валли тата оборудованисем туянма кăçал 45 миллион тенкĕ тăкакланать. Медицина ĕçченĕн профессийĕ чи кирлĕ те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Вĕсем мĕн пур пĕлĕвне, ăсталăхне çынсене сыватасси, чире çĕнтерме пулăшасси çине яраççĕ. Юлашки çулсенче, тĕнчере коронавирус чирĕ алхаснă тапхăрта, медицина ĕçченĕсен пĕлтерĕшне эпир татах та ытларах ăнлантăмăр. Тавах вĕсене пурне те пархатарлă та сăваплă ĕçĕшĕн.
Сăн ỹкерчĕкре: Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшакан сиплевçĕсен ушкăнĕ.
Е.ПЕТРОВА.