Акционерсен «Прогресс» хупă обществин Елчĕкри машинăпа трактор паркĕнчен автомашинăсем ир-ирех умлăн-хыçлăн рейса тухса каяççĕ. Çĕр ĕçченĕсен пĕр тĕллев халĕ: вырма тапхăрĕ пуçланиччен выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăвармалла.
«Прогрессен» ĕне выльăх шучĕ округри ытти хуçалăхсенчен чи нумаййи (615 пуç) те, çавна май утă-сенажне те ытларах хатĕрлес пулать. Ĕнерхи кун тĕлне кунта 245 тонна (77 процент) утă, 3434 тонна (45 процент) сенаж хывнă.
— Эпир пĕтĕм комплекслă бригадăсенчи траншейăсене утă-сенажпа çителĕклех тултартăмăр, хальхи вăхăтра Патреккелĕнче ĕçлетпĕр, — каласа парать хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Юрий Чернов. — Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ, çавăнпа та выльăх апачĕ хатĕрлессине кашни çулхи пекех планран ирттерме палăртатпăр.
Тĕллеве пурнăçа кĕртме шанăç пысăк, мĕншĕн тесен акционерсен обществинче ĕçе чунтан парăннă, тỹрĕ кăмăлпа вăй хуракансем йышлă. Нумай çул ỹсекен курăка турассипе, акă, Виталий Дмитриевпа Геннадий Куприянов хăйне кура маçтăр. Водительсем те: Николай Романов, Алексей Колсанов, Владимир Соловьев, Геннадий Выйгетов, Александр Егоров, Андрей Немцев — чи опытлисем. Хиртен турттаракан паха апата траншейăсенче Сергей Муллинпа Александр Николаев трактористсем пусăрăнтараççĕ. Калас пулать, хуçалăхра вĕсем хутшăнмасăр пурнăçланакан ĕç сахал.
Н.ФЕДОРОВ.
Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: Виталий Дмитриев.