Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Экскурсинче пулчĕç

Экскурсинче пулчĕç

Лаш Таяпа территори пайĕнче вырнаçнă акар йытăсен питомникне Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ.

Унăн ертỹçи Леонид Васильевич Князев канăçсăр чунлă çын. Вăл ăста сунарçă пулнипе палăрнă. Çак кунсенче асăннă питомникре Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çумĕнчи лагере çỹрекен ачасем пулса курчĕç. Леонид Васильевич ачасене питомник пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Вĕренекенсем чĕр чунсемпе уйрăмах кăсăкланса паллашрĕç, вĕсен ячĕсене чăвашла е вырăсла ыйтса пĕлчĕç. Леонид Васильевичăн хăйĕн те ыйтусем пулчĕç, вăл чи тавçăруллисене парнесемпе хавхалантарчĕ.

Кунта йытă вольерĕсемпе хуçалăх комплексне лайăх йĕркеленĕ. Йытăсемсĕр пуçне ачасем кашкăрсене, лашасене, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке курса савăнчĕç.

Экскурсипе ачасем питĕ кăмăллă юлчĕç.

Юлия КОЗЛОВА,
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code