Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул çăмăлттайлăха каçармасть

Çул çăмăлттайлăха каçармасть

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессин ыйтăвĕсенчен пуçланă.

10 уйăхра Чăваш Енре çулсем çинче 117 çын вилнĕ. Канашлура Елчĕк районĕнчи шăматкунхи пысăк инкек çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Авари 18 сехет те 40 минутра «Калинино-Патăрьел-Елчĕк» çулăн 126-мĕш километрĕнче пулнă. «Киа-Рио» автомобилĕн 22 çулти водителĕ тивĕçлĕ дистанцие уяманнине кура çула май пыракан МТЗ тракторăн вăрман тиенĕ прицепĕ çине пырса кĕнĕ. Кăтартăвĕ хăрушă: водитель хăй, унăн пассажирĕсем – 14 тата 16 çулсенчи хĕр ачасем, 8 тата 10-мĕш классенче вĕренекенскерсем /виççĕшĕ те пĕр ялтан/, çавăнтах вилнĕ. Çапла вара кăçал республикăри çулсем çинче вилнисен шучĕ 120-е çитнĕ…

Михаил Васильевич аварире вилнисен тăванĕсемпе пĕрле хурланнине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code